Шупашкарпа Куславккара, Сухайкассипе Ураскассинче уяв çути вăйлăрах ялкăшнă

Çак кунсенче халăх пурăнакан вырăна уяв эрешĕсемпе илемлетнине кăтартас тĕлĕшпе йĕркеленĕ «Чăваш Ен çутисем» республика конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Ăна регион Пуçлăхĕ сĕннипе ирттернĕ. Жюри членĕсем хулара, поселокра, ялта тĕпленнисем Çĕнĕ çула хатĕрленнĕ май хăйне евĕрлĕхпе палăртнине шута илнĕ.

Конкурсра 15 тăрăх вăй виçнĕ. Республика, район шайĕнчи хуласене, поселоксене, администраци центрĕ шутланакан ялсене, администраци центрне кĕрекен ялсене уйрăм хакланă. Пĕрремĕш ушкăнра — Шупашкар, иккĕмĕшĕнче — Куславкка, тăваттăмĕшĕнче — Канаш районĕнчи Сухайкасси, пиллĕкмĕшĕнче Тăвай районĕнчи Ураскасси (сăн ÿкерчĕкре) мала тухнă. Поселоксем конкурса хутшăнманран виççĕмĕш ушкăнра çĕнтерÿçĕсене палăртман.

 

Марина ТУМАЛАНОВА.

Комментари хушас