Шупашкарăн пĕр урамне Артемьев ятне парасчĕ

11 Утă, 2015

Хаяр вăрçă вĕçленнĕренпе 70 çул çитрĕ. Тискер çапăçусенче тăшмана куçа-куçăн пăхнă паттăр çынсемпе чылай калаçнă эпĕ. Вĕсенчен пĕри - Александр Артемьев. Çук, çук, эпĕ унран вăрçă çинчен ыйтса пĕлмен. Литература тавра пулнă сăмахсем. Чăн-чăнах, тивĕçлипех хисеплеттĕмĕр ăна. Ара, унăн кашни хайлавĕ чуна пăлхантарнă, вĕсене халĕ те вуланăçемĕн вулас килет. Ман шухăшпа, чăваш писателĕсенчен вăрçă тискерлĕхне пуринчен те вăйлăрах çырса сăнарлаканни - вăл, Александр Артемьев. Унăн хайлавĕсенче эпир йĕтре сассине кăна илтместпĕр, салтаксем çапăçнине е юн çеç курмастпăр - чун тухса тăрать пĕтĕм капашĕпе пирĕн ума.

Александр Спиридонович çыру сĕтелĕ хушшинче те хăюллăччĕ. Сăмахран, вăл коммунистсен партийĕ ертсе пынипе эпир чи малта пыракан çĕршыв пек кăтартма çирĕппĕн хушнине пăхмасăрах «ютран» вĕренмелли пуррине калама «Симĕс ылтăн» повеçĕнче шикленсе тăман.

Пурнăçра та харсăрччĕ. Сăмахран, Нелли Петровская «Чыс» повеçне нумай çул пичетлеймен. Ăна кăларттарассишĕн кампа кăна тытăçма тивмен-ши Александр Спиридоновичăн! Çапла, çамрăксене пулăшма тăрăшатчĕ.

Унран вĕренмелли питĕ нумай. Хайлавĕсен чĕлхи мĕне тăрать! Сюжечĕсем çивĕч. Сăнарлăх илĕртет. Ахальтен мар ăна прозинче те поэт тесе калас килет.

Çапла, çамрăксем ăна хисеплетчĕç, питĕ кăмăллатчĕç. Унăн хаклавне пĕлни телей шутланнă. Эпĕ те сăввăмсене кăтартса пăхнă ăна. Вăл вĕсене вăхăтне шеллемесĕр тишкернĕччĕ. Ырă сĕнÿсем панăччĕ.

Хаяр вăрçă. Çав тискерлĕхре усалланма пултарман Александр Спиридоновича ĕмĕрех пуçа таятăп.

Шел, унăн пултарулăхне халиччен те тĕплĕн тĕпчеймен-ха. Халĕ критикĕсем те сайралса юлчĕç. Хăшĕ-пĕри вара çыравçă чăннине куçранах тÿррĕн каланине паян кунчченех манаймасть пуль.

Чи тивĕçлĕ халăх писателĕ ячĕпе Шупашкарта пĕр урам та хисепленменни питĕ пăшăрхантарать.

Василий КОШКИН-КЕРВЕН,

поэт.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.