Василий КОШКИН-КЕРВЕН

11 Утă, 2015

Шупашкарăн пĕр урамне Артемьев ятне парасчĕ

Хаяр вăрçă вĕçленнĕренпе 70 çул çитрĕ. Тискер çапăçусенче тăшмана куçа-куçăн пăхнă паттăр çынсемпе чылай калаçнă эпĕ. Вĕсенчен пĕри - Александр Артемьев. Çук, çук, эпĕ унран вăрçă çинчен ыйтса пĕлмен. Литература тавра пулнă сăмахсем. Чăн-чăнах, тивĕçлипех хисеплеттĕмĕр ăна. Ара, унăн кашни хайлавĕ чуна пăлхантарнă, вĕсене халĕ те вуланăçемĕн вулас килет. Ман шухăшпа, чăваш писателĕсенчен вăрçă тискерлĕхне пуринчен те вăйлăрах çырса сăнарлаканни - вăл, Александр Артемьев.