Шупашкара килсен мăн-мăн кукашшĕне пуç тайнă

9 Нарăс, 2018

«Ырă çынна икĕ ĕмĕр те сахал», — тенĕ чăвашсем авалтан. Ырă çын пĕр е темиçе çынна кăна ырă туса хăварнă пулсан та унăн пархатарлă ĕçне чылайччен чун-чĕререн кăлармаççĕ.

Манăçми курнăçусем

Енчен те унăн паттăрла ĕçĕсем пĕтĕм халăх шăпипе, телейĕпе çыхăннă пулсан вăл чăннипех те вилĕмсĕр. Чăваш халăхĕн уйрăмах хисеплĕ ывăлĕсенчен пĕри — пирĕн ĕмĕр-ĕмĕр мухтавлă Иван Яковлев. Мĕншĕн тесен хăй вăхăтĕнче, чăваш халăхĕн çырулăхĕ те, профессиллĕ искусстви те пулман тапхăрта, Аслă вĕрентекенĕмĕр тăван халăха пуласлăх, шанчăк çулне кăтартса панă. Иван Яковлев çуралнăранпа кăçал 170 çул çитнине уявлатпăр. Çутта кăларуçă, унăн тăхăмĕсем çинчен мĕн пĕлетпĕр-ха? Яковлевăн сăнарĕ, çывăх çыннисен ячĕ пирĕн чĕрере упрантăр тесен ырă ĕçĕсене, вĕсемпе çыхăннă вырăнсене, самантсене манăçа кăлармалла мар. Иван  Яковлева кун çути парнеленĕ Кăнна Кушкине те, Чĕмпĕрте вăл уçнă чăваш шкулне те, Мускаври Ваганькино масарĕнче ĕмĕрлĕхех канлĕх тупнă Çутта кăларуçăн вил тăприйĕ çине те çитсе курнă эпĕ. Унтан та ытларах, унăн мăнукĕпе — Анна Алексеевна Некрасовăпа — курнăçнă. Ытти тăхăмĕпе — Анна Алексеевнăн мăнукĕпе — Раççей халăх артисчĕпе Михаил Ефремовпа, вăл 2010 çулта Шупашкара Пĕтĕм тĕнчери кинофестивале килсен, хирĕç тăрса калаçма май килнĕччĕ. Анна Алексеевнăн шăллĕн Дмитрий Алексеевичăн, Иван Яковлевăн чи кĕçĕн мăнукĕн, хĕрĕ Лидия Некрасова 2008 çулта тĕп хулара Çутта кăларуçăн 160 çулне чыслăн уявланă мероприятисене хутшăннăччĕ. Пилĕк çул каялла Кăнна Кушкинче Иван Яковлевичăн хĕрĕн — Лидия Ивановнăн — Екатерина Алексеевнăн мăнукĕпе Любовь Ордынскаяпа паллашнăччĕ. Вĕсем каласа кăтартнипе, кĕнекесемпе хаçат-журналта çырнисемпе усă курса «Хыпар» вулаканĕсене Иван Яковлевăн тăхăмĕсемпе паллаштарасшăн. Хальхинче сăмах Анна Некрасова çинчен пулĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.