Шупашкар хĕрне Китайра директора лартнă

20 Ака, 2018

Китайри Гуйчжоу провинцийĕнчи университетри ют çĕршыв студенчĕсен колледжĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн студенткине Татьяна Кучеровăна яваплă должноç шанса панă. Халĕ вăл — университетри студентсен союзĕн реклама уйрăмĕн директорĕ.

Палăртмалла: Татьяна асăннă провинцири университетра 2016 çултанпа стажировка тухать. Малтан вăл корея чĕлхине вĕренес тĕллевпе Кăнтăр Корейăра 3 эрне пурăннă. Халĕ пике китай чĕлхине ăса хывать, унсăр пуçне директор пулса тăрăшать. Вăл сайтпа ĕçлет, унта университетра иртекен мероприятисем пирки хыпарсем /акăлчанла тата китайла/ çырса вырнаçтарать. Аслă шкулта тухса тăракан хаçата кăларма та пулăшать.

 

Комментари хушас