Шупашкар - Челябинск: кăсăклану икĕ енлĕ

1 Ака, 2016

Пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Челябинск облаçĕнчи предприятисен, облаç онкодиспансерĕн Позитрон эмисси томографи центрĕн ĕçĕпе паллашнă.

«Чурилово» агрокомплексра Михаил Игнатьева, Чăваш Енĕн Челябинск облаçĕнче пулнă официаллă делегацийĕн йышĕнчи Михаил Резников вице-премьера, экономика аталанăвĕн, ял хуçалăх министрĕсене Владимир Аврелькина, Сергей Артамонова тата ыттисене теплицăсенче пахчаçимĕç çитĕнтермелли çĕнĕ технологисемпе паллаштарнă. «Чурилово» — Раççейри теплица хуçалăхĕсен рынокĕнчи лидерсенчен пĕри. Агрокомплексра теплицăсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 25 гектарпа танлашать, çулталăкра 25 пин тонна пахчаçимĕç çитĕнтереççĕ. Производствăна 2012 çултанпа 5 хут пысăклатма пултарнă. Паян кунта томат, хăяр, симĕс культурăсем туса илеççĕ.

Михаил Игнатьев агрокомплекс­ăн ĕç калăпăшĕ чăннипех тĕлĕнтернине палăртнă. «Пахчаçимĕç туса илессине технологи енĕпе çÿллĕ шайра йĕркеленĕ. Пĕр тăваткал метртан 90 кг хăяр, 65 кг томат туса илеççĕ. Санкци режимĕ çĕршыв аграрийĕсене производствăна ÿстермелли çĕнĕ майсем туса пачĕ. Импорта хамăрăн продукципе улăштармалли политика лайăх кăтартусем кÿнине эсир хăвăр ĕçĕрпе çирĕплететĕр. Кам Раççей рынокне паха апат-çимĕçпе тивĕçтерме тĕллев лартнă — вăл çак ĕçе ăнăçлă пурнăçлать», — тенĕ вăл теплица хуçалăхĕн ертÿçисемпе ĕçченĕсене. Михаил Васильевич Челябинск облаçĕн пахчаçимĕç производствипе çыхăннă опытне Чăваш Енри предпринимательсемпе пĕрле тĕплĕ тишкерессине, çак технологисене республикăра та ĕçе кĕртмелли майсене пăхса тухассине палăртнă.

Чăваш Ен делегацийĕ «Высота 239» заводăн пысăк диаметрлă пăрăхсем кăларакан цехĕнче пулнă. Кунта ĕç пахалăхĕ пысăк, экологие тивĕçтерекен технологисене тĕпе хураççĕ. Пăрăхсемпе Çурçĕрте, çĕр чĕтренекен вырăнсенче, тинĕс тĕпĕнче усă кураççĕ. Цех пуçлăхĕ Андрей Когут каланă тăрăх — предприяти хăвачĕ çулталăкра 600 пин тонна пăрăх туса кăлармалăх. Çĕнĕ производство валли специалистсене ятарласа хатĕрленĕ. Кунта вăй хуракансен 70% — аслă пĕлÿллĕ çынсем. Тĕп йыш — 30 çулчченхи çамрăксем.

Челябинскри пăрăх прокачĕн завочĕн директорсен канашĕн председателĕ Александр Федоров предприятире Шупашкарти электромеханика завочĕн управлени шкафĕсене вырнаçтарни, вĕсем ăнăçлă ĕçлени çинчен каланă. «Раççейри заводсенче çакнашкал продукци туса кăларни питĕ лайăх. Кунашкал производствăна укçа хывнă, ăна уçас енĕпе вăй хунă çынсем — чăн-чăн патриотсем», — тенĕ Михаил Игнатьев.

Позитрон эмисси томографи центрĕнче пулнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ çак центр Шупашкарта онкологи диспансерĕн çĕнĕ хирурги корпусне çĕкленине, сиплев учрежденийĕн ятарлă медицина пулăшăвĕ кÿрессипе çыхăннă хăвачĕ ÿснине кура пушшех интереслине палăртнă. Центрăн тĕп врачĕ Андрей Важенин каланă тăрăх — Челябинскри ПЭТ-центра 2011 çулта уçнă. Унтанпа çак учрежденире пысăк технологисене тĕпе хурса 18 пин ытла пациент сывлăхне тĕрĕсленĕ. Кунти тĕпчев шыçăсен диагностикин пахалăхне лайăхлатать, тĕрĕс сиплев палăртма май парать. Михаил Игнатьев шучĕпе, ПЭТ-центр специалисчĕсен опычĕ Чăваш Еншĕн те усăллă, унпа пирĕн онкологсен те усă курмалла.

Облаç кĕпĕрнаттăрĕн заместителĕ Руслан Гаттаров палăртнă тăрăх — вĕсен регионĕнче çакнашкал форматпа хальччен пĕр облаç е республика та ĕçлемен-ха. Чăваш Ен делегацийĕн членĕсем виçĕ кунра паллашма палăртнисен списокĕнче 30 ытла предприяти-çке. «Кăсăклану — икĕ енлĕ, — тенĕ вăл. — Пире те Чăваш Республикине пырса курма йыхравларĕç. Чăваш Ен опычĕпе эпир Челябинск облаçĕн электротехника кластерне йĕркеленĕ чухне усă курăпăр».

Чăваш Республикин официаллă делегацийĕ Челябинск облаçĕнче пуш уйăхĕн 30-мĕшĕччен ĕçленĕ.

Ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ май темиçе килĕшÿ тума май килнĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сĕннипе Челябинск облаçĕнче Чăваш Енĕн суту-илÿпе экономика представительствине йĕркелеме йышăннă. Çакă регионсен хушшинчи тавар çаврăнăшне вăйлатма тата хутшăнусене çирĕплетме май парĕ.

Н.ЯКОВЛЕВА

 

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.