«Шупашкар-Арена» спорт карапĕ ишеве тухрĕ
5 Jun, 2015 | Хыпар | Спорт | Спорт

Юлашки вăхăтра Чăваш Ен пурнăçĕнче спорт пысăк вырăн йышăнать, халăха пысăк уявсем парнелесех тăрать. Универсиада тата Олимп çулăмĕн эстафетисем, Пĕтĕм тĕнчери «Раççей - спорт çĕршывĕ» форум халĕ те асрах. Вĕсемех çамрăксене спортпа туслă пулма, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хавхалантараççĕ. Виçĕмкун «Шупашкар-Арена» ят илнĕ çĕнĕ спорт керменĕ Чăваш Ен çыннисене чаплă та илемлĕ уявпа савăнтарчĕ.

Сумлă спортсменсемпе куçа-куçăн

Çак чаплă уява паллă тума Мускавпа Санкт-Петербургран тĕнчипе паллă спортсменсем - РФ хоккей федерацийĕн президенчĕ, легенда-хоккеист Владислав Третьяк, Олимп чемпионки Елена Бережная тата Олимп вăййисен призерĕ, тĕнче чемпионки Ирина Слуцкая килсе çитрĕç. Сумлă хăнасем малтан Шупашкарти вĕренÿ заведенийĕсене çитсе курчĕç, ачасемпе тата çамрăк спортсменсемпе тĕл пулчĕç. Владислав Третьякпа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче йĕркеленĕ Спорт бульварĕпе паллашрĕç.

Тĕнче чемпионки Ирина Слуцкая вара хулари 3-мĕш шкула çул тытрĕ. Унта çамрăк журналистсем валли пресс-конференци ирттерчĕ. Спортсменка хăйĕн пурнăçĕнчи савăнăçлă саманчĕсем çинчен каласа пачĕ, ачалăхне аса илчĕ. «Паллă спортсмен пулас тесен нумай вăй хумалла, ÿркенмелле мар. Кунсерен тренировкăсенче тарласан çеç çĕнтерме, çитĕнÿ тума пулать», - сĕнчĕ вăл çамрăксене.

Шупашкарти 27-мĕш шкулта вара РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерне Елена Бережнаяна ăшшăн кĕтсе илчĕç. Вăл унта хăйĕн 5 çулти хĕрĕпе Софийăпа пычĕ. Сăмах май, Олимп чемпионкин хĕрĕ те амăшĕ пекех пăр çинче эрешлесе ярăнать, спектакльсене хутшăнать. Тĕслĕхрен, вăл «Алиса в Стране Чудес» шоура пĕчĕк Алиса сăнарне калăплать. Паллă спортсменкăна курма хулари тепĕр 5 шкултан пынă. Вĕсем çăлтăрпа пĕрле ирхи зарядкăна тăчĕç. Шкул ачисем хăнасене хаваслă концертпа савăнтарчĕç, «Олимп квесчĕ» тупăшу тĕрĕслевĕ витĕр тухрĕç. Олимп чемпионкипе пĕрле Çĕнтерÿçĕсен аллейине йывăç лартни вара вĕренекенсен асĕнче нумайлăха юлĕ.

- Пирĕн вăхăтра шкулта вĕренме питĕ интереслĕччĕ. Çав тапхăра яланах кăмăллăн аса илетĕп. Халĕ шкулта тата кăсăклăрах та хаваслăрах пек туйăнать. Мĕнле кăна предмет çук пулĕ, уроксенче ноутбуксемпе усă курниех мĕне тăрать. Кашнине тăрăшса вĕренме, тарăн пĕлÿ илме сунатăп, - терĕ вăл ачасемпе сывпуллашнă май.

Халăх тупнă ят

Мĕншĕн «Шупашкар-Арена» тейĕ хăшĕ-пĕри? Пăр керменне ятлă тăвас тĕллевпе апрельте Интернетра ыйтăм ирттерчĕç. Çынсем Интернетри тĕслĕхсемшĕн сасăларĕç е хăйсем сĕнчĕç. Мĕнле кăна ят пулмарĕ-ши списокра: «Чемпион», «Арктика», «Чувашия», «Победа», «Триумф», «Айсберг», «Сувар». Икĕ сăмахлисем те чылайччĕ: «Арена-Чувашия», «Зимняя фантазия», «Арена чемпионов», «Лед Чувашии»... Халăх сĕннĕ ятсен сăмахсарĕ те вăрăмччĕ: «Шайба», «Адреналин», «Вулкан», «Снег», «Титаник»... Чăвашла ят хурас текенсем те сахал мар пулчĕç. Хăшĕ-пĕри çĕнĕ кермене «Чăваш Ен», «Илем», «Атăл» ятсем питĕ килĕшÿллĕ пулассине пĕлтернĕ. Юлашки иккĕшне районсенчи спорт комплексĕсем тивĕçнĕ. Çĕршыври паллă çынсене хисеплесси халăх хушшинче йăлара пулнине çак ыйтăм та кăтартса пачĕ. Вĕсен шухăшĕпе - çĕнĕ об<ект Анатолий Тарасов, Андриян Николаев, Василий Чапаев ячĕпе хисепленни вырăнлă имĕш. Ыйтăм пĕтĕмлетĕвĕпе вара кермен «Шупашкар-Арена» ятлă пулса тăчĕ, уншăн пурĕ 841 çын сасăланă. Иккĕмĕш вырăнта - «Арктика». «Айсбергпа» «Чувашия» та нумай сасă пухнă. Ытти регионти пекрех те /«Казань-Арена», «Адлер-Арена»/, мĕнех, ку - халăх кăмăлĕ. Эпир те çынсен шухăшĕпе килĕшĕпĕр.

 

Пултарулăхпа спорт лапамĕ илĕртрĕ пурне те

Каçхи 4 сехетре Пăр керменĕн территорийĕ те пултарулăхпа спорт лапамне çаврăнчĕ. Хĕвĕшекен халăх валли курмалли самаяхчĕ. Акă, республикăри спорт федерацийĕн чи маттур хастарĕсем çынсене хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарчĕç. Куракансем спорт аэробикин, тай боксĕн, гимнастикăн, каратэн, хĕвелтухăç кĕрешĕвĕсен тата ытти спортăн илемлĕхĕпе çамрăк спортсменсен ăсталăхне хаклама пултарчĕç. «Тĕрлĕ спортăн хăйнеевĕрлĕхĕпе паллашма май туса пани пирĕн çемьешĕн питĕ вырăнлă пулчĕ. Вĕсене кура, акă, кăçал 1-мĕш класа кайма хатĕрленекен ывăлăм шкула çÿреме пуçласанах каратэ секцине çырăнма кăмăл турĕ. Ашшĕпе пĕрле пĕчĕклех футбол мечĕкне хăвалама тата велосипедпа ярăнма юратаканскер каратэне килĕштерчĕ. Паян вара вăл çĕнĕ ĕмĕтпе тулчĕ», - пĕлтерчĕ уява çемйипе килнĕ Марина Яковлева.

Ачасене те интереслĕ пулчĕ. Тĕслĕхрен, аниматорсем пĕчĕк шăпăрлансене тĕрлĕ вăййа илĕртрĕç, клоунсем хăйнеевĕрлĕ шÿчĕсемпе култарчĕç. Кăпăк хăмпи тума вĕрентекен Кариб тинĕсĕн пиратне те ачасем çавăрса илнĕччĕ. Ушкăнăн-ушкăнăн пухăнса пластилинран, хутран тата ытти япаларан илемлĕ теттесем ăсталама та, сăнарлă ÿкерчĕксем тума, асфальт çине пурăпа ÿкерме пултарчĕç. Ача-пăча ÿкерчĕкĕсен, кĕнекесемпе сăнукерчĕксен, алĕç ăстисен куравĕсем те çынсене хăйсен патне илĕртрĕç. Художниксемпе фотоÿнерçĕсем патĕнче те черет вăрăмччĕ: чылайăшĕн сăн ÿкерĕнес тата портретлă пулас килчĕ, ахăртнех. Кермен умĕнчех хатĕрленĕ пысăках мар сцена çинче хулари эстрада артисчĕсемпе фокусниксем юрă-ташăпа, тĕлĕнтермĕшсемпе тыткăнларĕç.

«Уява пиллĕкĕн, хамăн тата аппан ачисемпе пĕрле, çитрĕмĕр. Эпир пурте питĕ савăнăçлă паян, кăмăл-туйăм çĕкленÿллĕ. Уйрăмах пĕчĕккисем хĕпĕртерĕç. Вĕсене ытларах пластилинран чĕрчунсем ăсталама килĕшрĕ. Фокусниксен хăтланăвĕсене куç илмесĕр сăнарĕç, кăпăкран хăмпă тума вĕренчĕç. Йĕркелÿçĕсене пире валли пысăк уяв туса панăшăн тав тăватăп, малашне те çакнашкал праçниксем пуласса шанатпăр», - терĕç Чантăр салинчен çитнĕ Антоновсем.

 

Пирĕн ĕмĕт пурнăçланчĕ

18 сехет çитеспе урамри уявпа хавхаланнă халăх Пăр керменне васкарĕ. 7500 çынна вырнаçтаракан зал лăк тулли, ура пусма вырăн çук тейĕн. Кунашкал кермене кĕрсе курманнисем тĕлĕннипе çăвар карсах сăнарĕç, капмар çуртра хăшĕ-пĕри хăй вырăнне шыраса çухалса та çÿрерĕ. Вырнаçса ларнă-ларман хаваслă ертÿçĕ халăха тĕрлĕ шÿтпе савăнтарма пуçларĕ.

Акă, çĕнĕ керменте пĕрремĕш уяв - пăр шоу - пуçланчĕ. Чи малтан пăр арени çине çамрăк фигуристсем, хоккейçăсем, шорт-трекерсем тухса хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç, уява эстрада коллективĕсемпе артистсем юрă-ташăпа илемлетрĕç. Спортсменсен парадне тухнă çамрăк спортсменсемпе ветерансене, сумлă тренерсемпе республикăри паллă çынсене пурте тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç.

Вĕсене тата куракансене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, легендарлă хоккеист Владислав Третьяк, Олимп вăййисен призерĕ Ирина Слуцкая, РФ хоккей федерацийĕн вице-президенчĕ Владимир Асеев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова тата ыттисем саламларĕç.

- Чăваш Енре пурăнакансен ĕмĕчĕ тинех пурнăçланчĕ. Пирĕн республикăри чи пысăк та чаплă кермен уçăласса çамрăк спортсменсемпе ветерансем уйрăмах кĕтрĕç. Ку об<ект вĕсемшĕн чи хаклă парне пулчĕ тесе шухăшлатăп. Паянтан пуçласа çĕнĕ каток çине конькипе ярăнма юратакансем, хоккейпа туслисем, паллă спортсменсемпе ачасем тухĕç. Паллах, кермене кашнин çÿреме ирĕк пур. Кунта сывлăха çирĕплетме, ăсталăха туптама майсем чылай. Ку керментен паллă спортсменсемпе чемпионсем тухасса шанатăп. Юлашки çулсенче республикăра спорт об<екчĕ нумай çĕклерĕмĕр. Кун пекки вара - пĕрремĕш хут. Хальхи вăхăтра кашни районта физкультурăпа спорт керменĕсем ĕçлеççĕ, паян Шупашкарта çĕкленекен спорт центрĕсем те халăха савăнтарма тивĕç, - терĕ Михаил Васильевич.

Владислав Третьяк та Пăр керменĕ уçăлни хоккее, коньки тата пăр çинче эрешлесе ярăнакансен спортне тата вăйлăрах аталанма çул уçса парассине палăртрĕ. «Хоккей - халăх вăййи. Хоккейла хăравçă кăна вылямасть. Паянхи яшсем валли вара хоккейла вылямашкăн керменсемпе катоксем çителĕклех», - терĕ легендăна кĕрсе юлнă хапхаçă. Каярах вара вăл журналистсене çывăх çулсенче «Шупашкар-Аренăра» Пĕтĕм тĕнчери хоккей турнирне ирттерессине пĕлтерчĕ. Ирина Слуцкаян сăмахĕсем те çунатлантарчĕç. «Эсир - питĕ телейлĕ çынсем. Сирĕн ахаль каток кăна мар, Пăр керменĕ пур. Эпир кунашкалли çинчен ĕмĕтленме те пултарайман. Тренировкăсене шывланса тăракан каток çинчен ирттерни халĕ те куç умĕнчех. Кунта вара кунĕн-çĕрĕн ярăнас килет», - терĕ вăл савăнăçлăн. Шупашкарта фигуристсен шкулне уçас тĕллевлĕ иккен паллă спортсменка. Чăн та, Чăваш Енри çамрăк фигуристсен хушшинче пултаруллă ачасем сахал мар. Мĕнех, унăн шухăшĕсем пурнăçлансан вĕсем чи телейлисем пулĕччĕç.

Спорт уявĕ «Алиса в Стране Чудес на льду» шоупа вĕçленчĕ. Олимп вăййисен чемпионки Елена Бережная ертсе пыракан Санкт-Петербургри пăр театрĕн артисчĕсем пире тĕлĕнтермĕш юмах тĕнчине илсе кĕчĕç. Пĕчĕк хĕрачан тĕлĕкри путишĕсем пурне те килĕшрĕç пулĕ тетĕп.

Юлашкинчен вара çакна калас килет: «Шупашкар-Арена» ят илнĕ çĕнĕ спорт карапĕ анлă ишеве тухрĕ. Мĕнех, ăнăçу сунар ăна çул çинче тĕл пулакан йывăрлăхсене çĕнтерсе малаллах ишмешкĕн!

 

Андрей МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.