Шкулта вĕренмелли тăван чĕлхе хăшне ашшĕ-амăшĕ пухусенче палăртать

26 Юпа, 2017

Чăваш Енри шкулсенче хальхи вăхăтра ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсене çине тăрса ирттереççĕ. Вĕсенче аслисем хăйсен ачисене тăван чĕлхе тесе хăшне вĕрентмеллине палăртса заявленисем çыраççĕ. Мĕншĕн апла пулса иртет? Чăваш чĕлхи вĕренес кăмăллисем сахалланмĕç-и, чăваш чĕлхи учителĕсем ĕçсĕр юлмĕç-и ыйтупа эпир Чăваш Енĕн Вĕренÿ министерствин шкул çулне çитичченхи тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан пай пуçлăхĕпе Антон Ширшовпа çыхăнтăмăр.

«Тăван чĕлхе предмета вĕрентессипе çыхăннă çĕнĕлĕхсем кăçалхи вĕренÿ çулĕн иккĕмĕш çур çулĕнче пулса иртĕç, – ыйтнă кунах, юнкун, çырупа хуравларĕ пире Антон Андреевич. – Улшăну 1–7-мĕш классенчи вĕренÿ планне пырса тивĕ, мĕншĕн тесен шăпах вĕсенче федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕсем вăйра тăраççĕ. 8–11-мĕш классенчисем кăçалхи вĕренÿ çулĕнче унчченхиллех никĕс вĕренÿ планĕпе ĕçлĕç.

Шкулта вĕрентмелли тăван чĕлхе тесе ашшĕ-амăшĕ чăваш чĕлхине суйласан вĕсен ачисем хальхи пекех çак предмета эрнере 3 сехет /эрнере 5 кун вĕренекенсем – 2 сехет/ ăша хывĕç».

Антон Ширшов уçăмлăнах хуравланă пулин те ыйтса пĕлмеллисем пирĕн татах тупăнчĕç. Çавна май эпир унпа телефонпа тепĕр хут çыхăнтăмăр. Вырăсла çеç мар, чăвашла хаçат-журнал та йышлă кăларакан «Хыпар» издательство çурчĕ тăван чĕлхе шăпишĕн пăшăрханнине эпир пытарма пултараймарăмăр.

Вĕренÿ министерствин пай пуçлăхĕ пире тата пирĕн пек пăшăрханакансене аван ăнланнине палăртрĕ. «Федерацин вĕренÿ стандарчĕпе пăхса хăварнă «Тăван чĕлхе» предметпа унччен пирĕн республикăра чăваш чĕлхи вĕрентнĕ. Вĕренÿ çулĕн иккĕмĕш çур çулĕнче е вырăс чĕлхи вĕренĕç, е чăваш чĕлхи», – чăтăмлăн малалла ăнлантарчĕ Антон Андреевич. Чăваш чĕлхине çулталăк вĕрентме пăхса хăварнă программăна пĕрремĕш çур çулта ăша хывтарассине пĕлтерчĕ.

Ведомствăн пĕтĕмĕшле пĕлÿшĕн яваплă специалисчĕ малашлăхра чăваш чĕлхине вĕрентессине çапах та упраса хăварас кăмăллине палăртрĕ. «Тен, унчченхилле калăпăшпа мар, тен, эрнере икĕ е пĕр сехет», – терĕ вăл пире. Вĕрентÿ мелĕпе меслетне кун пек чух ылмаштарасси куçкĕрет.

«Енчен те шкулта вĕрентекен «Тăван чĕлхе» предмет валли ашшĕ-амăшĕ вырăс чĕлхине те, чăваш чĕлхине те суйламасан мĕн тăвĕç?» – тата тепĕр ыйту канăçсăрлантарчĕ пире. Капла кутăнлашаймăн иккен. Ашшĕ-амăшĕн икĕ чĕлхерен пĕрне суйлама тивет. Хăш-пĕр шкулта çак икĕ чĕлхесĕр пуçне ытти наци чĕлхисене вĕрентеççĕ-ха, анчах чылай çĕрте ун пек май çук. Çапла вара ашшĕ-амăшĕн республикăра йышăннă икĕ наци чĕлхинчен пĕрне суйлама тивĕ.

"Енчен ашшĕ-амăшĕ пĕр шухăшлă пулса вырăс чĕлхине суйласан чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем ĕçсĕр юлмĕç-ши?» – пăшăрханчĕ «Хыпар» издательство çурчĕ. Антон Андреевич учительсем ĕçсĕр юлмассине çирĕплетнĕнех каларĕ. Унтан вăл пĕр саманта уçăмлатса пачĕ: «Тăван чĕлхе» предмет валли вырăс чĕлхине суйласан ăна тарăнрах вĕрентĕç тесе шухăшлакансем йăнăшаççĕ иккен. «Вырăс чĕлхи» тата «Тăван чĕлхе» предметсене вĕрентесси пĕр шайра пулса пымасть. «Тăван чĕлхе» предмета культурологи сĕмĕперех ăша хывтараççĕ. «Филологи пĕлĕвĕллĕ чăваш чĕлхи учителĕсем вырăс чĕлхине те çăмăллăнах вĕрентееççĕ», – терĕ Антон Ширшов.

Чăваш Енĕн Вĕренÿ министерствин пай пуçлăхĕ Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕ пирки те аса илтерчĕ. «Шкулсенче вырăс чĕлхине регионсенче епле вĕрентнине Рособрнадзор тĕрĕслет. Чăваш Енре вырăс чĕлхине хĕсĕрлесе чăваш чĕлхине вĕрентмен, çавна май чăваш чĕлхи урокĕсен шучĕ чакмалла мар. Çав вăхăтрах шкулсем «Тăван чĕлхе тата литература» предмета вырăсла та, чăвашла та вĕрентме май туса параççĕ. Чăваш Енре республика Конституцийĕ те, «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» тата «Чăваш Республикинчи вĕренÿ çинчен» саккунсем те вăйрах», – пĕлтерчĕ Антон Андреевич.

Тăван чĕлхе предмет тесе хăш чĕлхене вĕрентессине палăртмалли пухусем çак кунсенче иртнине кура ашшĕ-амăшĕ еплерех суйланине республикăн Вĕренÿ министерстви çитес уйăхăн пуçламăшĕнче пĕлтерме шантарчĕ.

Хамăртан тата çакна хушар: хальлĕхе пирĕн республика та ытти регион евĕрех куçăн тапхăрне тÿссе ирттерет. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ валли федераци шайĕнче мĕнлерех йышăну туни çуркуннесенче уçăмланасса шанаççĕ.

 

Рубрика: 

Комментари хушас