Шкулсенче аграри класĕ пулĕ
Шанса панă тилхепене тытса пыма çăмăл мар. Çапах такăнмасăр, хăвна шаннине тÿрре кăларса, çамрăксене пулăшса, тăван çĕре юратса малалла талпăнмалла… Çак тĕллевпе пурăнать Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн ректорĕн должноçне нумаях пулмасть йышăннă Андрей Макушев.
Ытларикун вăл «Хыпар» Издательство çурчĕн кăларăмĕсен журналисчĕсен пĕр ушкăнĕпе тĕл пулчĕ. Çĕнĕ ректор аслă пĕлÿ паракан вĕренÿ заведенийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ.
Хальхи вăхăтра академире виçĕ пин ытла студент вĕренет. 600-е яхăн çамрăк валли тÿлевсĕр вĕренме бюджет укçи каять. Унтан вĕренсе тухсан пурте ял-салана /унтан вĕренме килнисем те/ кайманни паллă. Ялсенче специалистсем, ахаль рабочисем çитменни — паянхи çивĕч ыйтусенчен пĕри. Сăлтавĕ мĕнре? Çакна Андрей Евгеньевич уçăмлатрĕ:
— Нумайăшĕ ял хуçалăхĕнче тар тăкнине патшалăхшăн çеç ĕçлени вырăнне хурать. Тĕрĕс мар. Пысăк тупăш илме пулать. Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ ывăлĕ-хĕрне чĕркуççи таран пылчăк çăрма, тислĕк хырма яла таврăнтарасшăн мар. Аграрире халĕ çĕнĕ йышши техникăсемпе, технологипе усă кураççĕ. Шалу пĕчĕк тесе хирĕçлекенсем те пур. Каллех суя. Сăмахран, тин çеç ĕçе вырнаçнă ветеринарсен шалăвĕ — 13-15 пин тенкĕ. Çакна та шута илмелле. Анчах ĕçе кĕнĕ специалиста хулара та, ялта та тÿрех 30 пин тенкĕ тÿлемеççĕ. Хĕрсемпе яшсенчен нумайăшĕ ял хуçалăхĕнче вăй хуракан çамрăк специалистсене çурт-йĕр валли субсиди уйăрнине, ахăртнех, пĕлмест.
Кадрсем çитменни, чăнах та, çивĕч ыйту. Çакăн пирки Андрей Макушевпа ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов калаçнă.
— Чылай районта веттухтăрсем çитмеççĕ. Нумайăшĕ — тивĕçлĕ канăва тухма вăхăт çитнĕскерсем. Тепĕр 5-10 çултан мĕн пулать? Аслисен çамрăккисене хăйсен опытне парса хăварма ĕлкĕрмелле. Çавăнпа республикăри хуласемпе районсенчи техникумсенче ветеринарсене хатĕрлес ĕçе çĕнĕрен пуçăнмалла, вĕсем пирĕн патра пĕлĕвне тарăнлатса пиçсе çитнĕ специалистсем пулĕç, — терĕ Андрей Евгеньевич.
Ректор çитес вăхăтрах пурнăçламалли тĕллевсем çинчен каларĕ. Унăн шухăшĕпе — çитĕнекен ăрура, пурнăçăн анлă çулĕ çине тухнисенче ял-салана юратас туйăм пур. Çав туртăма аталантармалла. Ял хуçалăх академийĕ шкулсенче аграри класĕ йĕркелесшĕн. Ачасен хăйсен тумĕ, уйрăмлăх палли пулĕ. Чи хастаррисене стипендипе хавхалантарĕç. Çавăн пек классенчен район элити пуласса шанаççĕ. Вĕсен академие вĕренме кĕнĕ чухне çăмăллăхсем пулĕç. Вĕренÿ учрежденийĕнче районсенчен тĕллевлĕн вĕренме килекенсене те хапăл тăваççĕ. Чи кирли — студентсене темиçе специальноçпа вĕрентсе кăларни. Андрей Макушев çак тĕллевсене пурнăçлама ЧР Вĕренÿ тата ял хуçалăх министерствисемпе пĕрле тачă ĕçлессе шаннине палăртрĕ.
"Хыпар" Издательство çурчĕпе ял хуçалăх академийĕ малашне пĕр-пĕринпе тачă çыхăну тытмашкăн, информаци шайĕнче кăна мар, пĕрле тĕрлĕ мероприяти йĕркелеме калаçса татăлчĕç. Сăмахран, «Хыпар» хаçат кире пуканĕ йăтассипе йĕркелекен турнира ял хуçалăх академийĕнче ирттересшĕн. «Пĕччен сурсан — типет, ушкăнпа сурсан кÿлĕ пулать», — тени тĕрĕсех. Пĕрле туслă ĕçлесен çивĕч ыйтусене татса памашкăн май пулатех. «Ăçта çуралнă — çавăнта кирлĕ пулнă», — тенине те çамрăксене ăса хывма пулăшасчĕ.
Елена ТРОФИМОВА.
Комментари хушас