Шкулсем ачасене кĕтеççĕ
Шкулсене — çĕнĕ вĕренÿ çулне, ЖКХна çитес хĕле хатĕрлесси. Çак ыйтусем ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен йĕркелекен, Иван Моторин премьер ертсе пынипе иртнĕ канашлура тишкернĕ тĕп темăсем пулчĕç.
Çак кунсенче шкулсен хатĕрлĕхне йышăнас ĕç пырать те — тивĕçлĕ комиссисем пĕтĕмпех тĕплĕ тĕрĕслеççĕ: ачасен хăрушсăрлăхне тивĕçтернинчен тытăнса вĕренÿ пособийĕсен çителĕклĕхĕ таран. 12 районта çак ĕçе вĕçленĕ те ĕнтĕ. Йĕпреç, Муркаш, Етĕрне районĕсенчи, Шупашкарти 29 шкул тĕлĕшпе комиссисен ыйтусем çуралнă — кăлтăксене çывăх вăхăтрах пĕтермелле. Сăмах май, кăçалтан уйрăм çынсен вĕрентÿ ораганизацийĕсене те саккунпа килĕшÿллĕн йышăнмалла. Республикăра унашкаллисем пур — уйрăм çынсен ача сачĕсем.
Вĕрентÿ министрĕ Сергей Кудряшов пĕлтернĕ тăрăх, Пĕлÿ кунĕнче республикăра 423 шкул алăкĕсем уçăлĕç. Вĕсенчен 333-шĕн ачасене медицина пулăшăвĕ кÿмелли лицензи пур. Вĕренекенсене 363 шкул автобусĕ илсе çÿрĕ, вĕсенчен 61-шĕ — кăçал туяннăскерсем.
Шупашкарти «Волжский-3» микрорайонти авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче уçма палăртнă çĕнĕ шкул пирки уйрăм калаçу пулчĕ. Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская унта çитменлĕхсене тупса палăртни çинчен пĕлтерчĕ. Физикăпа биологи кабинечĕсене пĕтĕçтернĕ, çавăн пекех ĕçлев урокĕсене пысăк пĕр пÿлĕмре ирттермелле йĕркеленĕ иккен — нормăсемпе килĕшÿллĕн апла тума юрамасть.
Иван Моторинăн тÿрех ыйту çуралчĕ: пÿлĕмсене çапла пĕрлештернине вĕрентĕве çĕнĕлле, ют çĕршывсенчи пек, йĕркелессине тĕпе хунипе сăлтавланăччĕ, халь вара çĕнĕлĕх нормăсене тивĕçтермест иккен — çакă мĕншĕн халь тин çиеле тухать? Ку шкул лицензи илессине, çавна май унта вĕрентĕве вăхăтра пуçлассине те чăрмантарма пултарать вĕт.
Анчах шкулта çак чăрмавран çăмăллăн пăрăнса иртмелли меслет тупнă иккен. Сергей Кудряшов биологипе физика кабинечĕсене уйăрассине çирĕплетрĕ. Технологи кабинетне илес тĕк – вăл хайхи пысăк залра мар, урăх çĕрте пулĕ, пысăк пÿлĕм вара ачасем пухăнмалли вырăна çаврăнĕ.
Çапах тĕрĕслевпе надзор тытăмĕсен хăйсен асăрхаттарăвĕсене маларах, строительство пынă вăхăтрах, памалли те — куçкĕрет. Кун пирки тĕп хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков тепĕр хут сăмах пуçарчĕ: «Подрядчик проект тăрăх ĕçлет. Вăл унта пăхман ĕçсене пурнăçламĕ. Апла тăк тĕрĕслев органĕсен, тен, строительство объектĕнче кварталсерен пулмалла пуль - çитменлĕхсене маларах асăрхамалла». Ку вăхăта перкетлеме, ытлашши тăкаксенчен упранма пулăшĕ.
Тепĕр тесен, тĕрĕслев органĕсем тĕлĕшпе ыйтусем татах пур. Калăпăр, иртнĕ çул вĕсен вăл е ку шкул тĕлĕшпе нимĕнле асăрхаттарусем те пулман. Унтанпа нимĕн те улшăнман — анчах халь кăлтăксене асăрхаççĕ. Калăпăр, пĕр-пĕр алăк сарлакăшĕ тивĕçтермест. Кивĕ-ха та - çав шкула тунă чух паянхи требованисем пулман. Е тата — пĕр-пĕр вĕрентÿ организацийĕн территорийĕнче, сăмахран, Сĕнтĕрвăрринчи пĕлтĕр хута янă гимназире, пушар машинисем шкул çурчĕ тавра çаврăнмалла уçă вырăн йĕркелеменни. Çавнашкал требовани чылай. Анчах вĕсем пурте хăрушсăрлăхпа çыхăннă — тивĕçтермеллех.
Николай КОНОВАЛОВ.
Комментари хушас