Шкула, студентсем, шкула!
Паян Чăваш Республикинче Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчи студентсен массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем пухăнаççĕ. Ака уйăхĕн 30-мĕшĕччен вĕсем Çамрăк журналистăн «Студентла медиа» шкулĕнче пĕлÿ пухĕç.
Чăваш патшалăх педуниверситечĕ йĕркеленĕ мероприятие Студентсен пĕрлешĕвĕсен ĕç-хĕлне аталантармалли программăпа килĕшÿллĕн ирттереççĕ. Çак шкул студентсен медиапултарулăхне аталантармалли площадка пулса тăрать. Программа анлă: лекцисем, «çавра сĕтелсем», мастер-классем, опытлă журналистсемпе ирттерекен тĕлпулусем... Малалла вулас...
Комментари хушас