Шкул — ял чунĕ, е Кашмашсем шкула хупнипе килĕшесшĕн мар
«Шкул — ял пуласлăхĕ», «Шкул пĕтсен ял пĕтет», е тата «Шкул — ял чунĕ», — теççĕ халăхра. Ку чăнах та çаплах. Çавăнпах Муркаш районĕнчи Кашмаш ял халăхĕ пĕлÿ çуртне упраса хăварма «Хыпар» хаçат редакцийĕнчен пулăшу ыйтрĕ. Эпир вырăна çитсе лару-тăрупа тĕплĕн паллашрăмăр.
1931 çулта хута янă пĕлÿ çурчĕ кивелнĕ ĕнтĕ. Чăваш Енри Роспотребнадзор управленийĕн специалисчĕсем тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн нумай çитменлĕх тупса палăртнă. Калăпăр кунта туалет та тулта, спортзалпа акт залĕ те çук, чÿречесене уçса кабинетсене уçăлтарма çук. Пушарнăйсем те çитменлĕхсем пуррине калаççĕ...
Шел те, авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Кашмаш шкулĕ хăйĕн вĕренекенĕсемшĕн алăкне уçаймĕ. Ашшĕ-амăшĕн вара ачисене хăш пĕлÿ çуртне /Муркаша е Çатракассине/ ярассине васкаварлăн палăртмах тивет. Ачасем асăннă вĕренÿ заведенийĕсене автобуспа турттарĕç. Анчах Кашмашсем кунпа ниепле те килĕшесшĕн мар. «Ял çĕнелсе аталанса пырать, ача йышĕ нумайланать, çĕнĕ урамсем ÿсеççĕ, учительсемпе ачасене салатса ярсан кунта шкул çĕклемĕç», — теççĕ. Проектпа пăхнă тăрăх, Кашмашра çĕнĕ шкула 2023 çулта хута яма палăртнă.
Тĕплĕнрех — «Хыпар» хаçатăн тепĕр номерĕнче.
Комментари хушас