- Чăвашла верси
- Русская версия
ШĔШКĔ ÇУЛÇИ, УТМĂЛ ТУРАТ...
Ар парĕн шыççинчен /аденома простаты/ сипленнĕ чухне килти мелсем те ырă витĕм кÿреççĕ. Халăхра тĕрĕсленнĕ темиçе мелпе паллаштаратпăр.
vШĕшкĕ çулçине е хуппине 2 апат кашăкĕ илсе тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, 2 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3-5 хут çуршар стакан ĕçмелле.
v10 грамм типĕтнĕ пылак тымара /солодка/ 1 стакан шыва ярса 20 минут вĕретмелле. Кунне 4-5 хут 1-ер апат кашăкĕ 10 кун ĕçмелле.
vУтмăл турат чечекĕпе пылак тымара 1-ер пай, упа çырлин /толокнянка/ çулçине 3 пай илмелле. 10 грамм пухха тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 1 сехетрен сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла, малтанхи виçине çитерме вĕренĕ шыв хушмалла. Кунне 3-4 хут апатчен 15-20 минут маларах 2-3-шер апат кашăкĕ ĕçмелле.
vВĕтетнĕ 10 грамм пыл курăкне /медуница/ тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 20 минутран сăрăхтармалла. Кунне 3 хут 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.
vХĕрлĕхен курăкĕн /кипрей/ чейĕ: тин вĕренĕ 1 стакан шыва 1 апат кашăкĕ чĕр тавар ярса 15-20 минут лартмалла, сăрăхтармалла. Ирхине тата каçхине апатчен çур сехет маларах 1-ер стакан ĕçмелле. 15 кун сипленмелле.
vХĕл курăкĕн /грушанка/ 1-2 чей кашăкĕ типĕ çулçине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, савăта ăшă чĕркесе 2 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут чĕрĕкшер стакан ĕçмелле.
vХĕл курăкĕн 50 грамм çулçипе тунине çур литр шурă эрехе ямалла, тĕттĕм вырăнта 2 эрне лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут 30-40-шер тумлам ĕçмелле. Сăмах май, çак курăкран хатĕрленĕ шĕвексем аденомăран кăна мар, амалăх, шăк хăмпипе шăк çулĕсем шыçсан та пулăшаççĕ.
Комментари хушас