Шел, питĕ шел...

9 Авăн, 2015
Мĕн шыратăн - çийĕнчех тупан,
Ку туллилĕх пирĕншĕн, тен, пушлăх?
Поэта та ав йĕрлет хыçран
Хăйне хăй сутса ярас хăрушлăх.
Юрий СЕМЕНТЕР

Чăваш халăх поэчĕпе Юрий Сементерпе калаçма яланах кăмăллă. Шÿтлеме ăста вăл, çав хушăрах ахаль калаçăвах сăвăласа шăрçалама маçтăр. Эпир унпа Шупашкарăн Кăнтăр районĕ тăрăх утатпăр, Чăваш Республикин электронлă тата кино докуменчĕсен патшалăх архивĕ еннелле… Вырăсла ят панă «Литераторы Чувашии - наши современники» мультимедиа кăларăмне çыравçăсемпе пĕрле сентябрĕн 3-мĕшĕнче пухăнса пахалама палăртнă çурт ăçта вырнаçнине иксĕмĕр те тĕшмĕртетпĕр-ха, çапах та тĕл пулакансенчен: «Архив ăçта?» - тесе ыйтатпăр та, татăклăн хуравлакан ниепле те тупăнмасть. Ирĕксĕртен тенĕ пек «Аташса каймарăмăр-и-ха» текен шухăш та пуçа пырса кĕрет… Тĕрĕссипе, мĕн аташмалли? Йыхрав хутĕнче кăтартнă адрес та пур вĕт-ха пирĕн: И.Яковлев проспекчĕ, 12 а çурт.

- Эсир çак «Литераторы Чувашии - наши современники» электронлă альбома хăш çыравçăсене кĕртнине пĕлетĕр-и? - ыйтатăп Юрий Семеновичран.

- Çук-ха, - хуравлать Чăваш халăх поэчĕ.

Интернетра ку çĕнĕ мультимедиа кăларăм çинчен хыпарлама ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ, çавăнпа та альбома кĕме тивĕç пулнă çыравçă-саманташсен ячĕсене компьютертан кăларса илнĕ хут тăрăх унта кăтартнă йĕркепех черетлесе вулама тытăнатăп:

- Порфирий Афанасьев, Николай Исмуков, Анатолий Кипеч, Ева Лисина, Сергей Павлов, Раиса Сарпи, Юрий Сементер, Виталий Станьял, Валери Туркай, Юхма Мишши…

Архив ăçта вырнаçнине пĕлекен пĕр ырă кăмăллă çын кăтартса янă çулпа эпир ача-пăча библиотеки патне пырса тухатпăр. Кун пирки алăкăн икĕ енне чăвашла та, вырăсла та çырса çакнă хитре кăтартуран та тÿрех пĕлме пулать. Архив ăçта вырнаçнине пире библиотека ĕçченĕ тараватлăн урама тухсах кăтартса ярать... Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.