Шăнса чирлесен мĕн ĕçмелле?

19 Раштав, 2014

Шăнса чирлесен ăшă тăхăнмалла, нумай ĕçмелле. Хăвăртрах сывалма мĕн ĕçсен лайăхрах?

Ăшă чей лимонпа, пылпа. Шăнса чирленине туйсанах ăшă чей лимонпа тата пылпа ĕçмелле. Çăрах мар симĕс е хура чей пăшăхламалла, темиçе касăк лимон, 1 кашăк пыл хушмалла. Вĕсене ăшă шĕвеке ямалла, унсăрăн лимонпа пылăн усăллă паха енĕсем çухалаççĕ.

Шăлан чейĕ. Шăланра С витамин нумай. Типĕтнĕ çырлана вĕтетмелле, çĕрле термоса 3 апат кашăкĕ çырла, вĕренĕ çур литр шыв ямалла. Ирхине шăлан чейне сăрăхтармалла, кунне 3-4 хут апатчен 20 минут маларах çуршар стакан ĕçмелле.

Хăмла çырлипе çăка чечекĕн чейĕ. Сиплĕ ĕçме хатĕрлеме ансат. Çăкан типĕтнĕ чечекĕнчен чей хатĕрлемелле, унта хăмла çырлин типĕтнĕ çулçипе çырлине е варенине хушмалла. Çур сехетрен ĕçмелле.

Кĕтмел е шур çырли морсĕ. Кĕтмел е шур çырли бактерисене пĕтерме, организма чирпе кĕрешме пулăшаççĕ. Морс хатĕрлемешкĕн çырлана сахăр песукĕпе /3,1 виçепе илмелле/ пăтратмалла. Темиçе кашăк хутăша çур литр ăшă шыва ямалла.

Глинтвейн. Çак ĕçме организма ăшăтать, сивĕ кунсенче кирлех вăл. Шăнса чирлесен пулăшать, кăмăл-туйăма çĕклет. 100 миллилитр шыв тата техĕмлĕхсем /пăрăç, тикĕт курăкĕ /гвоздика/, корица/ кирлĕ. Техĕмлĕхсене пăтратмалла, шыв хушмалла, çулăм çинче вĕреме кĕриччен тытмалла. 10 минутран сăрăхтармалла. Апельсин касăкĕ, сахăр хушса пăтратмалла. Иçĕм, панулми хушма юрать. Глинтвейна вĕрилле ĕçмелле.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.