Шăмăш пуласлăхĕ пур

18 Авăн, 2014

Манăн кукаçи, Владислав Лаврентьевич Лаврентьев, ял историйĕ-пе питĕ интересленетчĕ. Кала- вĕсем хаçатра та пичетленетчĕç. Унпа пупленине халĕ те асра тытатăп-ха. Калавĕсене вуланă хыççăн вара Шăмăш ялĕ епле пуçланса кайни хама та кăсăклантарса ячĕ. Унăн историне пĕлмелле кăна мар, вăл манăçа ан тухтăр тесе ăна хут çине çырса хăвармалла.

Пирĕн ял Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хушшинче вырнаçнă. Совет влаçĕ вăхăтĕнче вăл питех аталанман, çĕнĕ çурт лартакан та пулман. Мĕншĕн тесен ăна хулапа пĕрлештерме шухăшланă. Паянхи кун вара ял аталанать, унăн пуласлăхĕ пур, çĕнĕ çуртсем те ÿсеççĕ.

Шăмăш илемлĕ вырăнта, айлăмра вырнаçнă. Юнашарах Федераллă Вятка аслă çул иртет. Ял варринче Кăкшăм шывĕ юхса выртать.

Тĕпчевçĕсем каланă тăрăх, ял ячĕ çыннăннипе çыхăннă. Мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра касси (ял, урам) формăпа вĕçленекен ял ячĕсем чăвашра нумай. Шăмăш миçемĕш ĕмĕрте йĕркеленсе кайнине никама та татăклăн калаймасть. Архиври документсем кунта вун çиччĕмĕш ĕмĕрте Булдышев пурăнни çинчен калаççĕ. Вăл Çĕньялпа Типçырма (Хусан кĕпĕрнин Шупашкар уесĕ) ял хушшинчи çĕрсене 1781 çулччен тытса тăнă. Булдышев хуçа патĕнче Чемурш ятлă çын ĕçлесе пурăннă. Вăл вĕреннĕ- скер пулнă, çыру ĕçĕсене туса пынă. Чемурш юманран пÿрт тунă (çав вырăнта халĕ пирĕн ял ларать). Ун хыççăн татах çуртсем ÿснĕ кунта. Вара вăл пĕчĕк яла Писарино ят панă. Мĕншĕн тесен пĕрремĕш çуртне Чемурш çыруçă лартнă-çке. Тĕпчевçĕ-сем каланă тăрăх, Писарино ялĕ 1605 çулчченех пуçланса кайнă. Каярахпа ял çыннисем кунта часовня туса лартнă. 1851 çулта вара ун вырăнне йывăç чиркÿ хăпартнă. 1880 çулта чиркÿ çу- мĕнче шкул та уçăлнă. Кун хыççăн ял ячĕ улшăннă. Писарино вырăнне Чирĕклĕ Шăмăш тенĕ. 1935 çулта çак чиркÿ хупăннă. Халĕ кунта Православи приххучĕ ĕçлет. 2013 çулта ăна Варнава митрополичĕ сăваплатрĕ.

Чăваш тĕпчевçи В.Нестеров каланă тăрăх, Шăмăш ялĕн çĕрĕсем 1781 çулччен Булдышев хуçа аллинче пулнă, унтан Теньяков хуçа патне куçнă. Шăмăш ялĕнче çав вăхăтра чăвашсемпе пĕрле тутарсем те пурăннă. Теньяков хуçа питĕ усал пулнă, Шăмăшсене хĕсĕрленĕ, çавăнпа нумайăшĕ туха-туха тарнă. Тутарсем – хăйсен енне, чăвашсем – урăх çĕре. Ял пĕчĕкленсе, начарланса юлнă. Çавăнпа ăна Начар Шăмăш тесе чĕнме пуçланă.

Ял тăватă çырма хушшинче вырнаçнă. Кăнтăр енче тарăн çырма пур. Халăхра ăна Çăва çырми теççĕ. Ĕлĕк-авал çак вырăнта кивĕ çăва ларнă, унта ар çынсене çеç пытарнă. Кунта вара Иван патша тата Емельян Пугачев салтакĕсен вил тăпри- йĕсем сыхланса юлнă. Мĕншĕн тесен паянхи шкул ĕлĕкхи чиркÿ вырăнĕнче ларать, юнашар вара тахçан çăва пулнă. Çырмапа пĕрлех вил тăприйĕсем те ишĕлсе пĕтнĕ. Анчах çурхи ĕçсен вăхăтĕнче шкул ачисем кунта халĕ те ĕлĕкхи укçасем (1552, 1553, 1774), çын шăммисем тупаççĕ.

Шăмăш ялĕнчен пĕр-икĕ çухрăмра Атăл шывĕ юхса выртать. Çав енчех тата Выльăх çырми пур. Кунти çынсен пурнăçĕ ĕлĕк-авалах Атăл шывĕпе çыхăннă. Вĕсем унта утă тунă, сунара çÿ-ренĕ, вăрман каснă, карап тумалли йывăçсене тĕп хулана янă.

Паянхи кун Шăмăш ялĕ çĕнелсе те хитреленсе пырать. Ĕлĕкхи чиркÿ вырăнне çĕннине туса лартрĕç. Юнашарах çĕнĕ шкул, икĕ лавкка, ваттисен çурчĕ, медпункт вырнаçнă. Вăрçăра пуç хунă салтаксене чысласа лартнă палăк та пур. Шкул ачисем ăна тасатса та тирпейлесе тăраççĕ. Ял варринчи кÿлĕ хĕрринче клуб вырнаçнă. Кил хуçалăхĕсем 130-тан иртрĕç. Çамрăксем те çемье çавăрса ялтах тĕпленеççĕ. Кунта пурăнмалли условисем çителĕклĕ. Çĕнĕ Шупашкара уй урлă çуран çÿретпĕр. Шупашкара та инçех мар. Вăй питти ар çынсемпе хĕрарăмсем хулана ĕçлеме çÿреççĕ. Ялти уçă сывлăш тата илемлĕ тавралăх такама та илĕртĕ. Хула çыннисем те кунтах туртăнаççĕ. Çавăнпа çулла та, хĕлле те ялта пурнăç кĕрлесе кăна тăрать.

Шăмăш ялĕнчен тухнă паллă çын нумай. Ахальтен мар «Чăвашьен» хаçат пирĕн яла учительсен ялĕ тенĕччĕ. Чăнах та, пирĕн тăрăхран нумай вĕрентекен тухнă. Ытти пултаруллă та чаплă çын çинчен те каламаллах: Михаил Егорович Егоров – пейзаж ăсти, ÿнерçĕ; Валерий Семенович Семенов – медицина ăслăлăхĕсен докторĕ, хирург; Дмитрий Гаврилович Крылов – педагогика наукисен докторĕ, профессор; Николай Степанович Степанов – педагогика наукисен кандидачĕ, доцент.

Пирĕн ялăн илемлĕ вырăнĕ-сене Михаил Егоров ÿнерçĕ хăйĕн ĕçĕсенче питĕ лайăх кăтартса панă. Эпир те хамăр яла юрататпăр, вăл таса та хитре пултăр тесе кашни çуркунне йывăç лартатпăр, мĕншĕн тесен таврара çырма нумай.

Шăмăш ялĕн пуласлăхĕ пурах.

Юля ФОМИНА, 7 класс.

Шупашкар районĕ,

Шăмăш шкулĕ.

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.