Шăмăршă фермерĕсем çуракине хатĕрленеççĕ

Макаровăн ĕмĕчĕ пысăк: гранта тивĕçсе вите тăвасшăн

Шăмăршă районĕнчи Кахăрлă Шăхаль ялĕнче пурăнакан Геннадий Макаровăн ашшĕ чылай çул тăван колхоза ертсе пынă, амăшĕ ĕмĕрĕпех дояркăра ĕçленĕ. Вĕсем тăрăшуллă ĕçпе — ырă ята, тĕрлĕ награда çĕнсе илсе ял-йышра пысăк хисепе тивĕçнĕ. Ултă ачана кун çути парнеленĕ. Шел, аслă ывăлĕ чирлесе пурнăçран уйрăлнă.

— Эпĕ — вăталăххи, — терĕ Геннадий Николаевич. — Наташа аппа Шăмăршăра тĕпленчĕ. Ыттисем — Светлана аппапа Виталипе Олег шăллăмсем — ялта пурăнаççĕ, ман патра вăй хураççĕ. 1998 çулхи пуш уйăхĕнче хресчен-фермер хуçалăхне йĕркелерĕм. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче ĕçлесе илнĕ нухратпа лавкка уçрăм. Мăшăрăм Антонина Николаевна апат-çимĕç сутать. Ура çине тăрсан техника паркне çĕнетрĕм. Малтан çĕрулми çитĕнтертĕм. Хире тухсан тавралăха куç ытамне илсе савăнса пăхаттăм та — вăл мана ăнланнăн паркаланса тата лайăхрах ÿсетчĕ. Туянма Казахстан таранах килетчĕç. Пĕр çулхине вара тăкак куртăм — управа çурхи шыв кĕрсе сая ячĕ. Çакăн хыççăн тырпул акма тытăнтăм. Силос хывма куккурус ÿстеретĕп. Кăçал тĕшĕлĕх хĕвелçаврăнăш, хуратул çитĕнтересшĕн. Сăвакан 45 ĕне усратăп. Ăратлăскерсем сĕт лайăх антараççĕ. Ĕмĕтĕм пысăк: çĕнĕ вите тăвас тĕллевпе “Çемье ферми” программăна хутшăнса гранта тивĕçесшĕн. Кивви йăлт çĕрĕшрĕ.

— Малалла талпăнса, тăрăшса ĕçлекен фермерсене кÿрентерес марччĕ, — терĕ хута кĕрсе райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ Вадим Севрюгин. — Геннадий Николаевич гранта тивĕçлĕ.

Электроэнерги, çунтармалли-сĕрмелли материал, удобрени, ытти çулсерен хакланни Геннадий Макарова хытах кулянтарать. Çав вăхăтра тырă хакĕ вуçех те ÿсмест. Сĕт çуллахи вăхăтра йÿнелет. Дотаци кирлех. Халăх та ăнланать çакна. Ялта темиçе çул каялла 90 яхăн ĕне пулнă, халĕ 20 ытларах çеç. Тăкакĕ нумайрах пулнăран çынсем выльăх тытасшăн мар.

Малалла вулас...

Валентин ГРИГОРЬЕВ.

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.