Шалăва сăрă тĕс ан çаптăр…
Кăçалхи кăрлач-пуш уйăхĕсенче Патăрьел районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра пулăшу ыйтса 303 çын пынă. Ĕçсĕрлĕх статусне 78-не /пĕтĕм йышăн 25,7 проценчĕ/ панă. Çав шутра: 117 хĕрарăм / 38,6%/, 16-29 çулсенчи 122 çамрăк /40,3%/, 14-18 çулсенчи 147 çамрăк /48,5%/, тивĕçлĕ кану ÿсĕмне çывхаракан /пенсие тухмалли ÿсĕм çитиччен 2 çул юлнă/ 8 çын /2,65/. Ĕçлеме пултараслăх кăтартăвĕ пур инвалидсем вĕсен шутĕнче çук. Вĕренÿ заведенийĕ пĕтернĕ хыççăн вырнаçайманнисем — 5 /1,6%/, юлашки вырăнтан хăйсен ирĕкĕпе тухса кайнисем — 60 /19,8%/, предприятие хупнипе е штат йышне чакарнипе ĕçсĕр юлнисем 4 /1,3%/ çын.
2016 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне центрта 78 ĕçсĕр граждана регистрациленĕ /пĕлтĕрхи çав вăхăтра — 86/, çав шутра: 41 хĕрарăма, 30 çула çитмен 17 çамрăка, тивĕçлĕ кану ÿсĕмне çывхаракан 7 çынна. Вăйпитти ÿсĕмри ĕçлеме пултаракан халăх йышĕпе шайлаштарнă ĕçсĕрлĕх шайĕ иртнĕ çулхи асăннă тапхăртинчен чакса 0,41 процентпа танлашнă /2015 çулта — 0,44/.
Ĕçсĕр граждансен йышĕнче хăйсен ирĕкĕпе тухса кайнисем пĕлтĕрхи çав вăхăтринчен 4,4% чакса кăçал 52,4 процент юлнă. Предприятие хупнипе е штат йышне пĕчĕклетнипе тухса кайма тивнисем 4,2 процент сахалрах пулнă /пĕлтĕрхи виçĕ уйăхра — 22,1/.
Асăннă тапхăрта ĕçсĕрлĕхĕн вăтам вăхăчĕ пĕлтĕрхи пекех вăтамран 3,8 уйăха тăсăлнă.
Районти предприяти-организаци кăçалхи кăрлач-пуш уйăхĕсенче центра 564 ваканси пуррине пĕлтернĕ. Ĕç вăйĕ ыйтакансем вара 323 ваканси тăрăх кăна пулнă. Ваканси банкĕнче рабочи профессийĕсемпе çыхăннă 283 вырăн шутланать.
Кăçалхи 3 уйăхра центр пулăшнипе ĕçсĕр тата вăй хурас тĕллевлĕ 239 çынна е пулăшу ыйтнисен 78,9 процентне вырнаçтарнă. Вĕсенчен 29-шĕ — ĕçсĕрлĕх статусне илнĕскерсем. Тата тепĕр иккĕшне центр янипе ытти регионта йышăннă.
Йывăрлăха лекнĕ ентешсене пулăшмалли шанчăклă мел — обществăн тÿлевлĕ ĕçĕсене йĕркелени. Кăçалхи виçĕ уйăхра вĕсене 40 çын хутшăнчĕ, çав шутра 12 хĕрарăм, 16-29 çулсенчи 21 çамрăк, учетра ултă уйăх ытла тăнă ĕçсĕр 3 çын.
Ку мел çул çитмен çамрăксене вăхăтлăх вырнаçтармашкăн та усăллă. Вĕсене йышăнмашкăн центр районти организацисемпе 5 килĕшÿ çирĕплетнĕ: 131-шĕ /çав шутра сахал тупăшлă çемьесенче çитĕнекенсем — 30-ăн, тулли мар тата йышлă çемьесенчисем — 6-ăн, çул çитмен граждансемпе ĕçлекен комиссисенче учетра тăракансем — 2-ĕн/ вĕренÿрен пушă вăхăтра тăрăшрĕ.
Унсăр пуçне вырнаçма уйрăмах йывăр граждансене пулăшас тĕллевпе вăхăтлăх вырнаçтармашкăн 2 килĕшÿ турăмăр. Çапла майпа пенсие тухмалли вăхăт çывхаракан 2 çынна ятарласа йĕркеленĕ вырăна йышăнчĕç.
Профессин вăтам пĕлĕвĕ паракан учрежденирен вĕренсе тухнă 18-20 çулсенчи çамрăксенчен пĕрне хăй илнĕ специальноçпе центр ĕç тупса пачĕ.
Ĕç рынокĕнче тупăшма пултарайманнисене центр специалисчĕсем çĕнĕ профессие алла илме сĕннине шута илсе 25-ĕн вĕренме кайрĕç, вĕсем уйрăм хуралçă, электрогазосварщик, котельнăй операторĕ, тракторист пулма хатĕрленеççĕ. Çавăн пекех ачана виçĕ çула çитиччен пăхмашкăн отпуск илнĕ хĕрарăмсене тата ĕç хутшăнăвĕсенче тăмасăр ачана виçĕ çула çитиччен пăхакан амăшĕсене профессие вĕрентес, тепĕр специальноçа хăнăхтарас, квалификацие ÿстерме май туса парас тĕллевпе тĕрлĕ мероприяти ирттеретпĕр. Халĕ 7 хĕрарăма повара вĕренме ятăмăр.
Пултарулăха тата чун туртăмне кура суйласа илнĕ ĕçрен пахи çук паллах. Çавăнпа професси ориентацийĕ парассине тивĕçлипе хаклатпăр. Ку енĕпе кăçалхи виçĕ уйăхра 225 çынна пулăшрăмăр. Ĕçсĕр шутланакансенчен 20-шĕ социаллă адаптаци илнĕ хыççăн 4-шĕ профессие вĕренме тытăнчĕ, пĕри вырăн тупрĕ.
20 çын психологи хÿтлĕхĕн мероприятийĕсене хутшăннă хыççăн 2-шĕ професси пĕлĕвĕ илме кайрĕ, 5-не ĕçе йыхравларĕç.
Ваканси ярмăрккин уссине те туйса тăратпăр. Кăçалхи кăрлач-пуш уйăхĕсенче вĕсене 2 хут пухрăмăр. Мероприятисене 2 организаци представителĕ тата ĕç шыракан 38 çын хутшăнчĕ. Вĕсенче 18 ваканси сĕнчĕç.
Ĕçсĕрлĕх статусне предпринимателĕннипе улăштарас текенсене те хапăл тăвать служба органĕ. Харпăр хăй ĕçне йĕркелеме тĕв тунă 6 çын семинар-тренингра консультаци илчĕ, пĕри уйрăм предприниматель шучĕпе регистрациленчĕ тата тимĕр листине хуçлатакан оборудованипе станок туянмашкăн 58800 тенкĕпе танлашакан финанс пулăшăвне тивĕçрĕ.
Хальхи вăхăтра Патăрьел районĕнче урăх региона ĕçлеме çÿрекен 1303 çынна тупса палăртнă. Вĕсен йышĕ вăйпитти ÿсĕмри ĕçлеме пултаракан халăхăн 6,9 проценчĕпе танлашать /районта асăннă ушкăна кĕрекен 18900 çын пурăнать/: 755-шĕ — хăйсем тĕллĕн, 548-шĕ ушкăнпа тухса каяççĕ. Вĕсенчен 254-шĕ ĕçлеве саккунпа килĕшÿллĕн йĕркеленĕ, 204-шĕ ĕç хутшăнăвĕнче тăмаççĕ, ыттисем — посредник урлă тунă подряд килĕшĕвĕпе. Чылайăшĕ Мускав хулипе облаçĕнчи, Санкт-Петербургри, Ленинград тата Чулхула облаçĕсенчи строительство обћекчĕсенче вăй хурать. Паянхи кун тĕлне мониторинга 18 ял хутлăхĕ хутшăннă.
«Çак тĕслĕхсене илсе кăтартнипе кама тĕлĕнтересшĕн-ха ку çын? Республикăри вăйпитти арçынсенчен чылайăшĕ паян çемьене тытса тăмалли укçана çичĕ ютра ĕçлесе тупать вĕт», — теме пăхĕ хăшĕ-пĕри. Килĕшетĕп, чăннипех çапла. Вĕсене пулăшас тĕллевпе çакна кăна калама пултаратăп: ытти регионта ĕç тупни, паллах, лайăх, çапах та унта та ĕçлев саккунĕсемпе килĕшÿллĕн тăрăшмалла. Кун пек чухне çын патшалăх хÿтлĕхне туять, шалăва сăрă тĕс çапмасть, ватлăх укçи те майĕпен пухăнса пырать.
Геннадий АФАНАСЬЕВ, Патăрьел районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ
Комментари хушас