Сĕнтĕрвăрринчи шкул ачи Владимир Путина ыйту панă
Эрнекун, утă уйăхĕн 21-мĕшĕнче, Сочири "Сириус" вĕренÿ центрĕнчи пултаруллă ачасемпе çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин тĕлпулнă. 10-17 çулсенчи ачасем унта "Наука", "Искусство" тата "Спорт" енĕпе вĕренеççĕ. Хальхинче çавсен йышĕнче Чăваш Енри Сĕнтĕрвăрри хулинчи яш та пулнă. "Владимир Путинпа ачалла мар калаçу" форматпа ирттернĕ курнăçура Иван Александрова çĕршыв ертÿçине ыйту пама май килнĕ.
Чăваш Енри яш "Зарница" вăййа виççĕмĕш çул ĕнтĕ хастар хутшăнать, кăçал вăл республика шайĕнче иртнĕ финалти ăмăртăва лекнĕ. Тăххăрмĕш клас вĕренсе пĕтернĕ Иван Владимир Путин ача чухне "Зарницăпа" "Орленок" вăйăсене хутшăннипе кăсăкланнă. "Суям мар (пытармашкăн юратмастăп), шел пулин те, эпĕ хутшăнман, - тунман çĕршыв ертÿçи. - Эпĕ вĕçĕмех спортпа туслă пулнă. Пĕр вăхăтра çурма профессионал пулса хутшăннă. Эпĕ малтан яшсен хушшинче, каярах çамрăксен хушшинче Ленинградри чемпион пулса тăнă. Пушă вăхăт йăлтах çавăнта каятчĕ. Университетра вĕреннĕ чухне Гвоздев хушаматлă майор пурччĕ, вăл çар хатĕрленĕвĕн ертÿçиччĕ, манăн вара "гаубица артиллерийĕн офицерĕ" направлениччĕ. Вĕçĕмех сборсене хутшăнма тивнĕ май вăл мана çирĕп воспитани паратчĕ тата пурлăх пайне вĕренме чĕнсе калатчĕ".
Иван çĕршыв ертÿçи турник çинче миçе хутчен туртăннипе те кăсăкланнă. "Халĕ 15-17 хут. Эсĕ миçе?" - ыйтнă Владимир Путин. "25 хут", - тенĕ яш. "Маттур. Ваня Президентран ытларах туртăнать. Çынна хисеплесен вăл санран мĕнпе те пулин ирттернине йышăнма пĕлмелле. Ваня ку енĕпе лайăхрах", - чунран калаçнă çĕршыв ертÿçи.
Иван амăшĕ Наталья Вячеславовна "Сириус" центра лекессишĕн ятарлă конкурса хутшăннă. Унта вăл хăйĕнпе паллаштаракан анкета тата "Çурт-йĕпе коммуналлă хуçалăхра кÿрекен пулăшу пахалăхне ÿстермешкĕн микропроцессорпа усă курасси" проекта ярса панă. Яш химипе, физикăпа, литературăпа кăсăкланать, хоккейла вылять.
Комментари хушас