«Савва» «йĕрĕсем» Чăваш Енре паян та пур иккен

28 Çу, 2018

Республикăри хваттерлĕ пулас ĕмĕтпе укçа хывнă нумай-нумай çынна çурăк валашка умĕнче тăратса хăварнă «Савва» компанисен ушкăнĕ тата унăн тилхепине тытса пынă Никита Колесников пирки Чăваш Ен манма ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та «Колесниковпа яланлăхах сывпуллашрăмăр» тесе шутланă, анчах ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура ăна каллех аса илме тиврĕ.
Центрти массăллă информаци хатĕрĕсенче Колесников хушамачĕ юлашки вăхăтра çине-çинех янăрать. Пĕрлех — РФ культура министрĕн заместителĕ пулнă çыннăн та. Çак ĕç-пуç Чăваш Енпе çыхăнман, сăмах Мускаври сумлă культура учрежденине юсама бюджетран уйăрнă укçа «çухалнипе» сăлтавлăннă уголовлă ĕçпе палăртнă приговор пирки. Анчах «Савва» йĕрĕсем пирĕн республикăра паян кунчченех пур иккен.
Михаил Игнатьев çак компанисен ушкăнĕ хăй вăхăтĕнче Чăваш Ен экономикинчен 7 млрд тенкĕ илсе тухнине аса илтерчĕ. Тата — хваттерлĕ пулас ĕмĕтне кĕтнĕ вăхăтра тÿрре кăларайман уйрăм çынсен укçи. Ку виçе те пысăк — 2,5 млрд тенкĕ патнелле. Тĕрĕссипе, çав укçан пĕр пайĕ паян кунчченех пирĕн республикăрах иккен. Çакăн пирки информаци пулнине кура республика пуçлăхĕ банксенчен, ытти тытăмран кăтартусем илме хушнă. Интереслĕ пĕтĕмлетÿсем пур.
«Роспан» ООО кунта 19 çĕр лаптăкĕ туяннă-мĕн – пĕтĕмпе 70 пин тăваткал метр ытла. Тепĕр фирма, «Межстройтранс», туяннă çĕр тата пысăкрах: 22 лаптăк — 154 пин тăваткал метр ытла. Михаил Васильевич пурăнмалли «Юхан шыв бульварĕ» комплекс строительствин вăхăтне темиçе хут та тăснине палăртрĕ. Халь ĕç-пуçа тĕпченĕ май хайхи хутсене камсем алă пусни, мĕнле схемăсемпе усă курни те тăрă шыв çине тухма пултарать.
Сăмах май, «Саввăран» паян пĕртен-пĕр «Сувар» хăна çурчĕн кăшкарĕ, унтанпа урăх алла куçма ĕлкĕрнĕскер, юлнă, ăна регион ертÿçи çав вăхăта сăнарлакан палăк тесех хакларĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас