Савни аллинчи тутăсăр чей те кăмăла каять

7 Çу, 2015

Хĕрпе каччă тĕл пулса хăйне евĕр çурт купалать: мăшăрланать, йăха тăсмашкăн çут тĕнчене ача илсе килет... Çуртра шăпăрлансен сасси янăрать, тăнăçлăх, килĕшÿ хуçаланать. Кунран ырри мĕн пур-ши? "Юратушăн чăрмав çук", - тенĕ. Тĕрĕсех мар-и ку? Шупашкарта çуралса ÿснĕ Екатерина Кузьменко ют çĕршыв çыннипе çемье çавăрасса тĕлленмен те. Шăпи пĕрле пулма çырнăскерсене тĕп хуларах курнăçтарнă.

Катя та 20-мĕш училищĕре повара вĕреннĕ. 18 çул тултарсан ĕç шыраса заливри пĕр кафене кайнă, официанта вырнаçнă. Çакăнтах Турă çырнине курнă: Шабан унта араб кухнин поварĕнче тăрăшнă. Пике каланă тăрăх - ку пĕрре курса куç хывнă туйăм мар. Туслăхпа юрату вăхăт иртсен çеç çуралнă. Шабан Ливанра йышлă çемьере çуралса ÿснĕ. Вăл - çемьери пĕртен-пĕр ывăл. 2006 çулта, çулла, унта вăрçă пуçлансан чылайăшĕ Сирие тарнă. Шабан вара Раççее килме шухăшланă. Кунта унăн тусĕ пурăнать. Шăпах вăл Раççее килме, хваттер, ĕç тупма пулăшнă. Шупашкара пурăнма куçиччен Шабан Аль Омари математика учителĕнче тăрăшнă, тĕрлĕ çĕршыва çитсе курнă.

- Ĕçри коллектив питĕ туслăччĕ. Чылайăшĕнпе халĕ те çыхăну тытатпăр. Тепĕр чухне пĕрле пухăнатпăр, шÿтлетпĕр. Шабан вырăсла пĕр-икĕ сăмах çеç пĕлетчĕ. Унпа акăлчанла калаçаттăмăр, çав вăхăтрах вырăсла пуплеме вĕрентеттĕмĕр. Вăл чĕлхене кĕске хушăрах ăса хыврĕ. Эпĕ ăна кафене пынă кунхинех килĕшнĕ иккен. Пулас мăшăрăм ăшă та ырă сăмахсем каласа хавхалантаратчĕ, парнесем тыттаратчĕ, илемлĕ çырусем вĕçтеретчĕ. Паллах, эпĕ те чунра черчен туйăм çуралнине сисрĕм. Çавăнпах пĕрремĕш утăма кам туни, маларах кам савни пирки халĕ те тавлашатпăр, - каласа кăтартрĕ Екатерина Кузьменко. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.