Сăваплă юхăма хутшăнакан йышланатех

Аптека тытăмĕн тăватă организацийĕ тата ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви çумĕнчи Пациентсен канашĕ /ăна республикăри хĕрарăмсен общество организацийĕн председателĕ Ольга Зайцева ертсе пырать/ ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче «фанфуриксене» сутассине чикĕлес ыйтупа пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесси пирки меморандума алă пуснă.

Асăннă документăн тĕллевĕ Чăваш Ен çыннисен сывлăхне сыхлассипе тата çирĕплетессипе, вăхăтсăр вилĕме сирессипе, сывă пурнăç йĕркине çирĕплетессипе, эрех, çав шутра апат продукцийĕ шутланман спирт хутăшне, ĕçессине чакарассипе çыхăннă.

Апат продукцийĕ шутланман спирт хутăшĕ тесе меморандумра медицинăра тата урăх тĕллевпе усă куракан тавара палăртнă.

Документа алă пуснă фармаци организацийĕсен йышĕнче - «Сальва», «Виктори», «РУТА» ОООсем, ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин «Фармаци» ПУПĕ.

Вĕсем медицина тĕллевĕпе усă курман, 50 миллилитртан ытларах кĕрекен савăта тултарнă спирт хутăшне сутассине хăйсен ирĕкĕпе чакарма килĕшнĕ. Унсăр пуçне çакăн йышши тавара туянакансене фармацевтсем шĕвекпе усă курмалли йĕркене тата сиен кÿме пултаракан енсене ăнлантарса пама, ун вырăнне эквивалентлă, спиртсăр ытти эмел сĕнме шантарнă.

Ольга Зайцева шухăшĕпе - «фанфурик» ыйтăвĕ паян çивĕч. Шел, вăл халăха эрех серепине сĕтĕрес енĕпе тÿнтерле витĕм кÿрет. Аптекăн вырăнти тытăмĕсем асăннă пуçарăва ырласа кун йышши тавара хăйсен лавккисенче сутассине чикĕлеме хатĕр. Рынока хутшăнакансенчен хăшĕ-пĕри вара, сăмахран, федераци тытăмĕнчи аптекăсем, йăлара усă курмалли хими хатĕрĕсен лавккисем, çыхăну уйрăмĕсем апла тума килĕшмеççĕ - пайталлă пулни вĕсемшĕн пĕлтерĕшлĕрех.

«Çакна шута илсе тата ăнланса меморандума алă пуснă аптекăсене эпир общество мелĕпе хавхалантарма хатĕр: «Фанфуриксенчен» ирĕклĕ аптека» йышши стикерсем çакăпăр е пациентсен юхăмĕ пуçарăва ырланине халăха анлăн пĕлтерĕпĕр», - шантарнă Ольга Зайцева.

ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Наиля Зинетуллина çирĕплетнĕ тăрăх - алкогольпе иртĕхнин кăтартăвĕ пирĕн хутлăхра Раççей Федерацийĕнчипе танлаштарсан пысăкрах.

«Фармаци» ПУП ертÿçи Валерий Филимонов меморандума алă пуснине ырланипе пĕрлех халăха ĕçкĕрен «фанфурик» сутассине чикĕленипех пистерме çуккине палăртнă, асăннă ыйтăва комплекслă майпа татса памалла, çав шутра саккун никĕсне хатĕрлесе çитермелле.

«Сальва» ООО директорĕ Вероника Волкова хăй тытса тăракан аптека тытăмĕнче спирт хутăшĕ сутманнине пăхмасăр пуçарăва ырланă. «Хула администрацийĕнче çак ыйтупа ирттернĕ канашлу вĕçленсен аптека пуçлăхĕсене пухма май килчĕ. «Пăр тинех тапранчĕ», - терĕç вĕсем пĕр кăмăллăн. Пирĕн обществăшăн ĕçкĕпе иртĕхни чăннипех пысăк инкек вĕт. Ăна сирмеллех, апла тăк мĕнрен те пулин тытăнмаллах. Хальлĕхе эпир тăваттăн кăна, çапах пысăк вăй шутланатпăр, Меморандума алă пусас шухăшлисем хушăнасса шанатăп», - çирĕплетнĕ вăл.

Асăннă документ алă пуснă самантран пурнăçа кĕрет тата вăл вăйра тăнă тапхăрăн чикки çук. Тĕл пулăва пухăннисен шухăшĕпе - сăваплă юхăма фармаци рынокĕн ытти организацийĕсене хутшăнтарас енĕпе пуçаруллăрах ĕçлемелле.

Валентина СМИРНОВА