Çĕнĕ микрорайонта - медицина центрĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкар хулин «Радужный» микрорайонĕнче медицина центрĕ уçнă ятпа ирттернĕ савăнăçлă мероприятие хутшăнчĕ. Унта çавăн пекех ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, «Отделфинстрой» строительство компанийĕн директорĕ Александр Черкунов, «Радужный» медицина центрĕн тĕп тухтăрĕ Надежда Журавлева тата ыттисем пулчĕç.

«Радужный» микрорайонта 5 пин ытла çын пурăнать, çав шутра çул çитмен 1200 çамрăк. Çакна шута илсе сиплев учрежденине чăннипех универсаллă йĕркеленĕ. Кунта аслă ăрурисене те, вăйпиттисене те, ачасене те пахалăхлă пулăшупа хăйсем пурăннă вырăнтах тивĕçтерме май паракан условисем çителĕклех пулнине республика ертÿçи уйрăммăн палăртрĕ.

Штата йĕркелесе çитернĕ. Медицинăн малтанхи пулăшăвне паянах илме пулать. Сывлăха тĕплĕн тĕрĕслемешкĕн центра хальхи йышши чи кăткăс оборудованипе — маммографин цифрлă, рентгенăн нумай функциллĕ тытăмĕсемпе, ультрасасă диагностикин аппарачĕсемпе, видеоколоноскопсемпе тата видеогастроскопсемпе, ЛОР комбайнпа тата ыттипе — пуянлатнă.

«Центрăн диагностика никĕсĕ тĕрлĕ тĕпчев ирттермешкĕн май парать, тухтăрсем те ăста та пултаруллă», — терĕ центрăн тĕп тухтăрĕ Надежда Журавлева. 

Сăмах май, кунта куллен 400-500 çын медицинăпа санитарин, врач умĕнхи малтанхи, ятарлă малтанхи пулăшăва тивĕçеет.

Учреждени тытăмĕнче — çитĕннисен консультаципе диагностика, ача-пăчан консультаципе диагностика уйрăмĕсем, терапин кăнтăрлахи стационарĕ, клиникăпа диагностика лабораторийĕ.

 

 

 

Валентина СМИРНОВА.

Комментари хушас