Сасăламалли правăпа кашни усă куртăр

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ЧР Пуçăлăхĕ Михаил Игнатьев тунтикунсерен ирттерекен канашлăвăн кун йĕркинчи тĕп ыйту РФ Президенчĕн пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнчи суйлавне тивĕçлĕ шайра ирттересси пулчĕ.

Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков суйлав кампанийĕ финиш тапхăрне тухнине палăртнă май влаçăн тĕрлĕ шайри органĕсен умĕнчи тĕп тĕллевсен шутĕнче сасăлава кирлĕ пек йĕркелессине кăна мар, суйлав вăхăтĕнче хăрушсăрлăха тивĕçтерессине те асăнчĕ. Ку енĕпе те çирĕп мерăсем йышăннă, йышăнаççĕ. Кĕçнерникунран шалти ĕçсен органĕсем талăкĕпех ĕçлемелли режим çине куçаççĕ. Металл детекторĕсем, ытти — пĕтĕмпех пур.

Александр Цветков ватăсене, инвалидсене ирĕксĕрлесе килте сасăлаттарма тăрăшни вырăнсăрри пирки те сăмах пуçарчĕ: кăмăлĕ пулсан — хăйсем пырса сасăлама пултарччăр. Çав вăхăтрах хевтесĕррисем сасăламасăр юласран та асăрханмалла. Çапла ан пултăр тесен, паллах, çыннăн хăй суйлав участокне пыма пултарайманни пирки унта маларахах пĕлтерсе хумалла.

ТСКна саккунсăр агитаци пирки пĕлтерекенсем пур-мĕн. Çавна май Александр Иванович ку ыйтăва та уçăмлатрĕ: вуз ректорĕн, шкул директорĕн вăл е ку кандидатшăн агитацилеме ирĕк пур — çакă саккуна пăсни мар. Студентсене, халăха суйлава хутшăнма чĕннине вара вĕсен тивĕçĕ тесе хаклама та юрать.

ЧР Пуçлăхĕн Админитрацийĕн ертÿçин Юрий Васильевăн сăмахĕ сыхлăха çухатма юраманни тавра пулчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен вара, Юрий Васильев шучĕпе, тивĕçлĕ тытăмсем лару-тăрăва çирĕп тĕрĕслесе тăраççĕ, суйлав йĕркеллĕ иртмелле.

 

Николай КОНОВАЛОВ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас