Сарăмкка çырми хĕррипе…
— Эпир вĕçен кайăксенчен нимпе те кая мар, кĕркунне мĕн пур ĕçе вĕçленĕ хыççăн Шупашкара таврăнатпăр, çуркунне, ака пуçламăшĕнче, каялла яла килетпĕр, — теççĕ Асанкассинче пурăнакан Анатолийпе Ираида Портновсем. Тин çеç хуларан çитнĕ пĕр вырăнта ларма-тăма пĕлмен кил хуçи шăпах улмуççин хăрăк турачĕсене касатчĕ. «Кашнин хăйĕн вăхăчĕ, часах хурт-кăпшанкă вăранать, ăшăтиччен хурлăхан тĕмĕсене вĕри шывпа шăварма ĕлкĕресчĕ», — садри йывăç-тĕме пăхса çаврăнчĕ Ираида Михайловна. Малалла вулас...
Комментари хушас