- Чăвашла верси
- Русская версия
Саппуна куççуль шăлма çакас мар тесен...
«Ача-пăча ту хăвна савăнма. Умна саппун çак куççульна шăлма», – тесе каланине илтме тивет хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕнчен. Ача-пăча куççуль тăктармасси, савăнăç кÿресси ывăл-хĕр мĕнле çемьере ÿснинчен килет. Çапла шухăшлать Республикăн наркологи диспансерĕн психиатр-наркологĕ Лидия Григорьева.
«Ачасем – çемье тĕкĕрĕ. Вĕсем пирĕн йăла-йĕркене, эпир хамăра мĕнле тытнине курса ÿсеççĕ. Ача умĕнче сиксе тухнă ыйтăва унăн ашшĕ-амăшĕпе ĕçлемесĕр татса пама май çук», – тет ачасемпе ашшĕ- амăшĕ хушшинчи ыйтусемпе ĕçлекен пуян опытлă врач.
Ачасемпе ăнланманлăх сиксе тухакан çемьесенчи ашшĕ-амăшĕ чылай чухне хăйсем те йывăр лару-тăрура ÿснĕ. Вĕсенче е ашшĕ-амăшĕ эрех ĕçнĕ, е ытла усал кăмăлĕпе палăрнă, е çемьере сусăр çын пулнă. Çавăн пек çемьерен тухнă ашшĕ-амăшĕ ачисен кăмăл-туйăмĕпе усă курать, вĕсен юратăвĕ «эсĕ – мана, эпĕ – сана» евĕр пулса пырать. Пĕртен-пĕр хăйсен шухăшĕ çеç тĕрĕс тесе вĕсем ачисене çирĕп тĕрĕслесе тăраççĕ, йăлт хăйсем каланă пек тума хистеççĕ. Ачан хăй тĕллĕн пĕр ыйтăва та татса пама ирĕк çук. Ÿсекен ăру çапла вара хăйне шанми пулать. Пĕве кĕрес çула çывхаракан ывăл е хĕр çирĕпленнине туйманран ашшĕ-амăшĕ вĕсене татах та пусарать, ÿпкелет. Тепĕр майлă каласан, ашшĕ-амăшĕ ачан пурнăçĕпе пурăнать. Хăй те юрату туйса ÿсменскер тепĕр çынна – хăйĕн ачине – юратма пĕлмест.
Сиенлĕ йăлапа ача ахальтен туслашмасть. Хăйне ыттисенчен катăкрах туйма пуçлакан хĕр- упраçпа яш-кĕрĕм сиенлĕ йăла енне туртăнать. Капла вăл хăйне: «Эпĕ ÿснĕ, никама та пăхăнмастăп», – тесе кăтартма хăтланать. Пĕр-пĕр йывăрлăх сиксе тухсан ашшĕ-амăшĕ пулăшассине хăнăхнăскер аслисем каллех алă тăсасса шанать.
«Пурнăçра эпĕ кун пек мар ыйтусене татса панă. Анчах ачама сиенлĕ йăларан пистерейместĕп», – тет ун пек чух ашшĕ-амăшĕ.
Хăш чухне ача та сывах мар. Унăн неврологи е психиатрине çывăх чир-чĕр пур. Çемьери лару-тăрăва кура ыйту пушшех çивĕчленет. Калăпăр, ача ытлашши хастар. Вăл пурнăçра хăйĕн вырăнне шырать. Çавăн пек чухне ашшĕ-амăшĕ пăлханса ÿкмесен, пепкене чунтан юратнине палăртсан ача лăпланĕ. Енчен те ăна ÿпкелесен, ятласан хутшăнусем çивĕчленĕç, ыйту шала кайĕ.
Ачапа пĕр-пĕр ыйтăва сÿтсе явиччен ашшĕ- амăшĕн лăпланмалла. Ăна чун-чĕререн юратнине кă-тартмалла.
Республикăн наркологи диспансерĕн 2-мĕш диспансерпа поликлиника уйрăмĕнче /ачасемпе тата çамрăксемпе ĕçлекенскер Шупашкарти Ленин проспектĕнчи 25-мĕш çуртра вырнаçнă. Телефон номерĕ 8 /8352/ 62-63-63/ ашшĕ-амăшĕ валли ытлари кун каçхине ятарлă шкул ĕçлет. «Телейлĕ çемье – телейлĕ ача» ят панă ăна. Лидия Григорьева каланă тăрăх, унта районтисене те йышăнаççĕ.
Тепĕр чухне ашшĕ- амăшĕ хатĕр сĕнÿ патне çитни те пулать. «Ун пек май килмест. Ачана ăнланас, ăна пулăшас тесен хамăрăн улшăнмалла», – тет Лидия Анатольевна. Ашшĕ-амăшĕ, чăн та, тĕрлĕрен. Хăшĕсем «эпĕ 40 çула çитнĕ те халĕ такам мана пурăнма вĕрентĕ-и» тесе кутăнла-шасшăн. Çиелтен çемçен курăнаканскерсем шалта кăра чунлă пулаççĕ. Малалла вулас...
КĔСКЕ БИОГРАФИ
Лидия Григорьева И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен 1995 çулта вĕренсе тухнă. Психиатр-нарколог. Ачасемпе ашшĕ-амăшĕ хушшинчи хутшăнусемпе 2005 çултанпа ĕçлет. Психиатрсен, наркологсен, психотерапевтсен ассоциацийĕн членĕ.
КĂСĂКЛĂ
Хăйсене хаклама пĕлмен, ыттисенчен катăк тесе шухăшлакан çынсем мăн кăмăллă. Ура çинче çирĕп тăракансем ыттисемпе хăйсене ансат тытаççĕ.
Вера ЭВЕРККИ.
Комментари хушас