Сăпайлă чăваш хĕрĕсем

14 Кăрлач, 2017

Журналист куллен тенĕ пек çĕнĕ çынпа паллашать. Нумайăшĕ тус-юлташа çаврăнать. Хăш-пĕринпе, шел те, çыхăну татăлать.

«Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат тухма пуçланăранпа 20 çул çитсе пынă май хамăр çырнине тепĕр хут аса илтерес килет. Эпир вулакансене паллаштарнă çынсен шухăш-ĕмĕчĕ пурнăçланнă-и? Шăпи мĕнле çавăрăнса килнĕ-ши вĕсен? 20 çул хушшинче мĕн пулса иртнĕ вĕсен пурнăçĕнче? Рубрикăна та çаплах ят парас терĕмĕр: «20 çул иртсен...»

«Вилĕмрен çăлса хăварнăшăн» медале тивĕçнĕ

Хальхи пекех ас тăватăп, ун чухне эпир, «Хыпар» Издательство çурчĕн журналисчĕсем, Хĕрлĕ Чутай районне тухса кайрăмăр. Пĕрремĕш Липовкăри пĕчĕк хĕрĕн пысăк паттăрлăхĕ çинчен темиçе хаçатра çырса пĕлтертĕмĕр.

...2000 çулта çумăр вăйлă çунăран ял варринчи çырма тулса кайнă. Пĕчĕк ачасем шыв шарлаттарса юхнине каçă çине тăрсах пăхнă. Ăнсăртран виççĕри Люда Розова шыва ÿксе путма пуçланă. Юрать-ха çерем çинче лĕпĕш тытакан вуннăри Оксана Илюшкина тÿрех ун хыççăн сикнĕ. Кĕпертен 10-12 метртан Людăна хăваласа çитсе туртса кăларнă вăл. Сăмах май, çав каççа Розовсен çуртĕнчен инçех мар вырнаçтарнă. Хĕрачан ашшĕ-амăшĕ те, кукамăшĕ те килтех пулнă.

Çакăн хыççăн Раççей Президенчĕ Владимир Путин экстремаллă лару-тăрура çынна çăлнă чух хастарлăх кăтартнăшăн «Вилĕмрен çăлса хăварнăшăн» медальпе наградăласси çинчен Указ кăларнă. Эпир пынă чухне ырă хыпар Пĕрремĕш Липовкăра сарăлма та ĕлкĕрейменччĕ. Медаль те çитменччĕ-ха.

Манăн Оксанăпа тата Людăпа тепĕр хут тĕл пулас килчĕ. Пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă-ши вĕсем? Медаль илни Оксанăна çăмăллăх кÿнĕ-и? Люда телейлĕ çăлтăр айĕнче çуралнине туять-и?

Пурăнма пÿрнĕ

Вĕсене çăмăллăнах шыраса тупма май килчĕ. Иккĕшĕ те Шупашкарта тĕпленнĕ, çуралнă тăрăхра тăтăш пулаççĕ.

«Вилтĕм», — тесе макăрнине лайăх ас тăватăп. Çавăнтанпах пурнăç нимрен хаклине пĕлетĕп. Кĕçĕн класра вĕреннĕ чухне тепĕр пăтăрмах сиксе тухнăччĕ манпа. Шулю варринчи пĕве хĕрринче патакпа выляса тăнă чухне каллех шыва ÿкрĕм. Шăллăма аннене чĕнме ыйтатăп. Çав вăхăтрах вăй пĕтсе çитнĕн туйăнать. Телее, çав кун хамах çăлăнса тухрăм», — аса илет Людмила. Çакăн хыççăн ишме вĕреннĕ вăл. Юлташĕсемпе пĕрле ятарласах Сăра шыва кĕме çÿренĕ.

Халĕ Людмила Розова ача-пăча больницинче медсестрара ĕçлет. «Манăн çынсене пулăшас, ырă тăвас килет. Çавăнпах çак ĕçе суйласа илтĕм. Çывăх çынсем те манăн шухăша ырларĕç», — ăнлантарать вăл.

Хĕр шахматла лайăх вылять. Спорт ăмăртăвĕсенче малти вырăнсем йышăннăшăн Хисеп хучĕпе хавхалантарнă ăна. Унсăр пуçне медицина ĕçченĕ конькипе ярăнма юратать. Пушă вăхăтра юлташĕсемпе пĕрле кино курма кăмăллать.

«Хамран аслăрах Оксанăпа шкулта вĕреннĕ вăхăтра калаçма вăтаннă. Тен, çавăнпах туслашайман», — чунне уçать хĕр-упраç. Кайран Оксана Шупашкара килнĕ те пĕр-пĕринпе тĕл пулманпа пĕрех. Халĕ «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат вĕсене курса калаçма май туса пачĕ. Малашне тăтăшрах хутшăнасса шанас килет.

Тăван тăрăха таврăннă

Оксана — çемьеллĕ. Икĕ ывăл çуратнă. Асли Кирилл 1-мĕш класра пĕлÿ илет, кĕçĕнни Александр 6 уйăхра кăна-ха.

Николайпа Оксана — пĕр ялтан, каччă шкулта вĕреннĕ чухнех куç хывнă ăна. Мăшăрлансан иккĕшĕ те Мускавра фармацевт компанийĕнче ĕçленĕ. «Чăваш Республикинех таврăнас килчĕ. Çуралнă тăрăхрах лайăх. Пĕр вĕçĕм тăвансемпе, пĕлĕшсемпе хутшăнас килет, вĕсемсĕр тунсăхлă», — пытармасть икĕ ача амăшĕ. Мăшăрĕ те унпа килĕшет. Даниловсем Шупашкарта хăйсене ятăн кĕтес илме вăй çитернĕ. Халĕ ачисен пĕчĕк çитĕнĕвĕсемпе савăнаççĕ, ырă малашлăха шанаççĕ.

«Вилĕмрен çăлса хăварнăшăн» медале, шантарнă пекех, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçламăшĕнче пачĕç. «Маттур», — хăпартлантарчĕ ун чухне ял-йыш. Людăн асламăшĕ Людмила Семеновна тав туса алла çыхмалли сехет илсе пачĕ. Вăл халĕ те килте упранать», — каласа кăтартать Оксана Данилова-Илюшкина.

Медале ялтан хулана илсе килмен вăл. Унран та ытла, ăна урăх пĕрре те çакса тухман, мĕншĕн тесен пуç каçăртса çÿреме хăнăхман вăл. Çапла эпир, чăваш хĕрĕсем, ытла та сăпайлă.

«Вунă çулта, ахăртнех, паттăрлăх кăтартнине те ăнланса илеймен. Çынна пулăшма тăрăшнă», — палăртать Оксана. Чи кирли, хĕрачана çăлса инкеке сирме пултарнă вăл.

«Хальлĕхе çамрăк-ха. Качча тухма ĕлкĕрĕп. Малтан ура çине çирĕп тăмалла», — тет Людмила Розова.

Людмила Розова та, Даниловсем те пурнăç илемĕпе киленсе пурăннине куртăмăр-пĕлтĕмĕр. Тавах вĕсене иртнипе хальхине çыхăнтарма пулăшнăшăн.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.