Сăнавçăсем пĕтĕмпех кураççĕ

18 Пуш, 2018

ЧР Общество палатинче паян кунĕпех общество сăнав штабĕ ĕçлет. Вырăнсенчи Суйлав участокĕсенче ĕçлекен сăнавçăсемпе çыхăну тытаççĕ, «хĕрÿ линипе» çынсен шăнкăравĕсене йышăнаççĕ, вĕсен ыйтăвĕсене хуравлаççĕ — йĕркене пăснă тĕслĕхсем пулсан çийĕнчех вырăна тухса кайма хатĕр. Пирĕн корреспондент 15 сехет тĕлнелле штабра пулчĕ, общество сăнавçисен ĕçне йĕркелекенсемпе курнăçса суйлав мĕнле иртнипе кăсăкланчĕ.

Сергей САМОСТЮК, ЧР Общество сăнав комиссийĕн председателĕ:

Эпир 1-мĕш тата 2-мĕш следстви изоляторĕсенче пултăмăр, йĕркене пăснă тĕслĕхсене тупса палăртман. Çĕрпÿри 2-мĕш СИЗОРА паян ристансен лимичĕ 312 çынпа танлашать, вĕсенчен 253-шĕ сасăланă. Пурте сасăлас кăмăллине çирĕплетнĕ, вĕсене çак правăпа усă курма майсем туса панă. Шупашкарти 1-мĕш СИЗОра 130 çын сасăланă. Камăн приговорĕ вăя кĕме ĕлкĕрнĕ — вĕсем, паллах, суйлава хутшăнма пултарайман.

Шалти ĕçсен министерствин хупă учрежденийĕсем пирки калас тăк унти тăватă çын кăна сасăлама килĕшмен — вĕсен прави. Ыттисем сасăлас кăмăллă пулнă, суйлава хутшăннă. Сасăлав тĕлĕшпе хупă çак учрежденисенче çăхавсем пулман.

Кирилл ЛУКИН, Пĕтĕм Раççейри «Таса суйлавшăн» корпус» общество юхăмĕн регионти координаторĕ:

Эпир суйлава хутшăнмашкăн хатĕрленĕ сăнавçăсен йышĕ чăннипех пысăк — 2,1 пин çын патнелле. Çак йыш компетентлăхĕ тĕлĕшпе иккĕленме кирлĕ мар. Вĕсем юридици никĕсĕсене, суйлавпа çыхăннă психологи аспекчĕсене лайăх пĕлеççĕ — ятарласа курссенче вĕреннĕ. Çавăн пекех вĕсем опытлă сăнавçăсемпе хутшăнни те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Вырăнсенчен килекен мĕнпур ыйтăва тĕплĕ тишкеретпĕр. Хăш-пĕр суйлавçă паян урăх çĕрте пулассине пĕлнĕ май унта сасăлама хатĕрленнĕ. Анчах тĕрлĕ сăлтава пула çула тухайман, кунтах юлнă, çавна май пурăнакан вырăнти суйлав участокнех сасăлама пынă. Списокра вара çук… Çавнашкал çынсенчен темиçе ыйту та пулчĕ. Вĕсен сасăлас тĕлĕшпе кĕтме тивнĕ — кăмăллă самант мар паллах. Çапах ку ыйтусене васкавлăн татса панă.

Татьяна НИКОЛАЕНКО, Общество палатин аппарачĕн ертÿçи, ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн членĕ:

Çак вăхăт тĕлне çăхавсен шучĕ пысăк мар — теçетке çурă патнелле. Хăйсене суйлавçăсен списокĕсенче тупайман — çавнашкал çынсенчен шăнкăравсем пулчĕç. Вĕсем хăйсем паян пулакан вырăнта сасăлама ыйтса çырнă, анчах суйлав участокĕсем улшăнусене вăхăтра кĕртсе ĕлкĕреймен пулас. Ку ыйтусене хăвăрт татса панă. Çынсем вырăнта сасăлама ыйтса çырнă та — вĕсене бюллетень панă.

Суйлавçăсемпе çыхăннă «хаваслă» историсем те пур. Пĕр хĕрарăм бюллетене чечексем ÿкерсе илемлетнĕ. Художник имĕш — хăйĕн çак утăмне çапла сăлтавланă. Анчах бюллетене КОИБа чикме тытăннă та — машина документа йышăнмасть, вăл кандидатсен хушамачĕ тĕлĕнчи паллăллă бюллетене кăна «паллать», «айккинчи» ÿкерчĕклисене яхăнне те ямасть. Çак ыйтăва та шăв-шавсăр татса панă: «илемлĕ» бюллетене акт çырса пăрахăçланă, хĕрарăма çĕнĕ бюллетень панă.

Сăнавçăсенчен такамсем суйлав участокĕсенчи лару-тăрăва çивĕчлетме тăни пирки шăнкăравсем пулнă. Пĕр участокра вĕсем çынсене сасăлама, бюллетеньсене урнăна яма, чăрмантарнă — çав хутсене хăйсене кăтартма хистенĕ. Пирĕн васкавлă ушкăн çула тухичченех çак чăрмава та вырăнтах сирнĕ. Уйрăм партисен суйлав комиссийĕсенчи канашламалли сасăллă представителĕсем сасăлава чăрмантарни çинчен хыпарлани те пулнă. Унта пирĕн штаб представителĕсем кайнă — ĕç-пуçа çивĕчлетме паман.

Пирĕн «хĕрÿ лини» ĕçлет, унчченхи суйлавсемпе танлаштарсан шăнкăравсем нумай тееймĕн. Суйлав умĕн халăха тивĕçлĕ информаци панин усси куç кĕрет. Унччен ăçта сасăламалли, суйлав прависем пирки ыйтакан нумайччĕ, халь унашкаллисем çукпа пĕрех. Уйрăм самантсене ăнлантарма ыйтаççĕ — çавă çеç.

Шупашкарти суту-илÿ çуртĕнче ĕçлекенсем кăмăлсăрланса шăнкăравлани сăлтавсăр мар. Вĕсен ĕç кунĕ 20 сехетчен — сасăласа ĕлкĕреймеççĕ. Çавна май эпир халь суту-илÿ çурчĕн ертÿçисемпе калаçу ирттеретпĕр: çынсене суйлав правипе усă курма май памалла — ĕç кунне кăштах кĕскетме май пур.

ХУпă учрежденисенчи сасăлав пирки каласа хăварам. Çав шутра — икĕ СИЗО тата 13 медучреждени /12-шĕ — Шупашкарта, пĕри — Улатăрта/. Следстви изоляторĕсем пирки ĕçтешĕм каларĕ, медучрежденисенче те суйлав йĕркеллĕ иртнĕ. Хупă медучрежденисенчи çынсем те сасăланă, стационарсенчи чирлĕ, суйлав участокĕсене çитеймен çынсем те суйлав правипе усă курнă.

Пĕтĕмĕшле илсен сасăлав лăпкă, йĕркеллĕ пырать.

 

Теги: 

Комментари хушас