Самана таппинчен юлмалла мар!

Пĕтĕм тытăмри ĕç-хĕле ăнăçлă татса парасси кадр ыйтăвĕпе çыхăннă. Пултаруллă, квалификациллĕ специалистăн ĕç пахалăхĕ те пысăк, ăс-хакăлĕ те пуян.

Сăмахăма культура отраслĕпе çыхăнтарам-ха. Çак хутлăх вышкайсăр анлă, харăсах пурин пирки калаçма çеç мар, асăнса тухма та йывăр. Çавăнпа та хăш-пĕр самант пирки çеç чарăнса тăрăпăр.

Самана пĕр тăхтамсăр малалла талпăнать, çĕнĕ технологисем пурнăçа кĕреççĕ, Интернет хуçа пулас тесе «пуç» çĕклет. Вăхăт çĕнĕлле ĕçлеме хистет. Яваплăх каллех ăста, лайăх пĕлÿллĕ, пысăк квалификациллĕ специалист çине тиенет. Çĕннине кам хăвăрт ăшă хывать? Çамрăкки, çут тĕнчене килсенех çав «хуранра вĕреме» пуçлани. Ертÿçĕсен вăл е ку ĕçе шăпах çавнашкаллисене явăçтарма тăрăшмалла та.

Республикăра иртнĕ çул культурăпа кану учрежденийĕсем 738 пулнă, библиотекăсем - 539. Унта ĕçлекенсенчен пысăк пайĕ, шел те, аслă ăрурисем. Сăмахран, клубсемпе культура çурчĕсенчи специалистсенчен 9,3 проценчĕ çеç 30 çула çитмен, библиотекарьсенчен - 12,4 проценчĕ, ачасен искусство шкулĕсенче ĕçлекенсенчен - 33,3 проценчĕ. Професси тĕлĕшĕнчен ятарлă пĕлÿ илнисен шучĕ те тивĕçтермест: культурăпа кану учрежденийĕсенче вĕсем пурĕ те 20,5 процент çеç. Çавăнпа чылай клубра такам та - агроном та, медработник та, экономист та тата ытти те - ĕçлет. Юрĕ, халăх пултарулăх шайĕнче унашкаллипе те килĕшме пулĕ, анчах профессионал коллективсенче ку - чăн-чăн аптриш.

Ачасен искусство шкулĕсенчи лару-тăру пирки чарăнса тăрар-ха. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх - 2013 çулта ачасен музыка тата искусство шкулĕсенче çапса каламалли инструментсемпе калама пурĕ те 18 ача çеç /0,1 процент/ вĕреннĕ. Мĕншĕн сахал тетĕр-и? Асăннă специальноçпа вĕрентекенсем çукран. Апла малашне ку енĕпе кадрсем те пулмĕç. Вĕрсе каламалли инструментсемпе вĕренекенсен хушшинче /вĕсем пурĕ 255 ача/ фагот, валторн енĕпе пĕр ача та пĕлÿ илмест. Хĕлĕхлĕ инструментсемпе те пурĕ 1,6 процент çеç вĕренет, яллă вырăнта вара - пачах çук. Çакна палăртмалла: республикăри ачасен искусство шкулĕсенче академи пĕлтерĕшлĕ специальноçсемпе вĕренекенсен шучĕ 2013 çулта, 2010 çулпа танлаштарсан, икĕ хут чакнă. Апла малашне симфонин, вĕрсе каламалли тата камерлă оркестрсен вуçех пĕтес хăрушлăх сиксе тухать.

Паллах, ЧР Культура министерстви çак лару-тăрура хăйĕнчен мĕн килнине тăвать-ха. Çăмăл мар ĕç-пуç пирки республика ертÿлĕхне пĕлтернĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев тивĕçлĕ йышăну тунă та: республикăн кăçалхи бюджетне ачасен музыка тата искусство шкулĕсем валли музыка инструменчĕсем туянма 10 млн тенкĕ хывса хăварнă.

Инструментсем туянма пулĕ-ха, унпа калама вĕрентекенсене вара? Ку енĕпе те пуçа ватмалли сахал мар-мĕн. Тĕп хулари Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче 2013-2014 çулсенчи вĕренÿ çулĕнче оркестрти хĕлĕхлĕ инструментсем енĕпе республика районĕсенчен пĕр студент та пĕлÿ илмест, вĕрсе тата çапса каламалли инструментсемпе - пĕр çамрăк /Вăрмар районĕнчен/. Чăваш патшалăх культурăпа искусство институтĕнче те инструментпа калама вĕренес текенсем районсенчен çукпа пĕрех /икĕ çамрăк çеç/.

Тĕрĕссипе, пуррине те упрама пĕлместпĕр темелле. Сăмахăм пĕлÿ илнĕ çамрăк специалистсене ĕçе вырнаçтарасси пирки. Акă иртнĕ çул Чăваш Енри культурăпа искусство институтĕнчен тата вăтам пĕлÿ паракан ятарлă виçĕ училищĕрен 181 специалист вĕренсе тухнă. Вĕсенчен пурĕ те 95-ĕшĕ çеç ĕçе вырнаçнă. 70-ĕшĕ пĕлĕве малалла тăсас тенĕ /Мускава е ытти хулана кайнисем каялла таврăнасси иккĕленÿллĕ/, 16-шĕн шăпи паллă мар. Тĕрĕссипе вара патшалăх кашни студентшăн укçа-тенкĕ сахал мар тăкаклать. Музучилищĕре вĕренекеншĕн пĕлтĕр 227,4 пин тенкĕ кайнă, культура институтĕнчи студентшăн - 103,6 пин тенкĕ. Шухăшламалăх пур: ытти регион е отрасль валли хатĕрлетпĕр мар-и тăван культурăшăн ылтăн пек хаклă кадрсене?

Пăтăрмахлă лару-тăруран тухма пулать-ши? Тăрăшсан, çине тăрса ĕçлесен - ахăртнех. Патшалăх нухратне перекетлеме те, отрасль валли специалистсене кирлĕ чухлĕ хатĕрлеме те. Мĕн тумалла-ха? Культура учрежденийĕсен ертÿçисемпе вĕренÿ заведенийĕсен çыхăну тытса ĕçлемелле. Урăхла каласан - специалистсене саккаспа хатĕрлемелле. Музыка е ÿнер училищи, е культура институчĕ пирки сăмах пырать-и - унти ятарлă çынсен районсемпе çыхăнса вĕсене мĕнле специалистсем кирлипе кăсăкланмалла, вырăна тухса çÿремелле, заявкăсем йышăнмалла. Тĕллевлĕ ĕçлесен çеç усси пулĕ.

Унран та ытларах, аталану тапхăрĕ хăй еккипе «тăнкăртатса» пыма мар, ăслăлăх тĕлĕшпе те пĕр чĕлхе тупма, пĕр «тĕвĕре» пулма хистет. Прогноз тата мониторинг тĕпчевĕсем пĕлтерĕшлĕ пулмалла. Ку шухăш ЧР Культура министерствин ĕçченĕсене те канăçсăрлантарать. Тен, ăслăлăх-тĕпчев центрĕ йĕркелемелле? Вăл ăçта пулсан меллĕрех? Культурăпа искусство институчĕ çумĕнче вырăнлă пек. Унти асăннă центрăн тĕп тивĕçĕ çакă пулĕччĕ: отрасльте кирлĕ профессипе специальнăçа хатĕрлессине нумай çул валли палăртасси.


Надежда СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.