Сăмах - экономика аталанăвĕ, кĕрхи ĕççи тата ытти çинчен

11 Авăн, 2015

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев сентябрĕн 9-мĕшĕнче Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕпе Алексей Самаркинпа тĕл пулнă. Регион ертÿçине Алексей Александрович хăйĕн должноçне йышăннăранпа икĕ уйăх иртнĕ тапхăрта тунă ĕç-хĕл çинчен каласа кăтартнă. Çак вăхăтра вăл хăйне шанса панă территорипе тĕплĕ паллашнă: «Районăн пуласлăхĕ пысăк, çирĕп хуçалăхсем, пултаруллă ертÿçĕсем пур, вĕсемпе тачă çыхăну йĕркелетпĕр...»

Республика ертÿçи Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхне малашнехи ĕçре пулăшса пыма шантарнă, бюджет параметрĕсене хатĕрлеме хальтерех тытăнма сĕннĕ. А.Самаркин пĕлтернĕ тăрăх - республика бюджетне пурнăçлас тĕлĕшпе сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне район иккĕмĕш вырăн йышăнать. Çакна аренда тÿлевĕн, çĕр налукĕн шучĕпе тума май килнĕ. Суд приставĕсен служби те аван ĕçленĕ - чылай предприниматель иртнĕ çулсенчи парăмĕсене татнă.

Районти паянхи хĕрÿ ĕç тапхăрĕ çинчен те сăмах пынă тĕлпулура. «Пĕрчĕллĕ культурăсен тухăçлăхĕпе эпир пĕлтĕрхи шая тухрăмăр, çĕрулми тата пахчаçимĕç туса илессипе ÿсĕм 10 процентпа танлашрĕ. Шăварса тăнă лаптăксенче тухăç уйрăмах пысăк, гектартан çĕрулми, сăмахран, вăтамран 410 центнер тухать. 500 центнер илекен хуçалăхсем те пур. «Иккĕмĕш çăкăра» пĕтĕмпе 30 пин тонна пухса кĕртме палăртатпăр», - тенĕ А.Самаркин.

Михаил Игнатьев Каçал ен ĕçченĕсене тăван район аталанăвĕшĕн тата тăрăшуллăрах ĕçлеме суннă.

Михаил Васильевич Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Миллинпа тĕл пулнă вăхăтра та калаçу ытларах кĕрхи хĕрÿ ĕççи пирки пынă. Вăл Елчĕк енре пулнă кун тĕлне кунти аграри ĕçченĕсем кĕрхи культурăсемпе çуртрисен мĕн акса ÿстернин 99,6 процентне пухса кĕртнĕ, пÿлмене 46,5 пин тонна тĕштырă хывнă. Гектартан 22,7 ц тухнă. Ку пĕлтĕрхи кăтартуран пысăкрах. Çĕрулмине хальлĕхе 182 га çинчен кăларнă, пĕтĕмĕшле тухăç - 5 пин те 100 тонна. Ĕç малалла та кал-кал пырасса шанаççĕ.

Михаил Игнатьев Елчĕк районĕн уй-хир ĕçченĕсене вырма ĕçне технологие пăхăнса хăвăрт пурнăçланăшăн тав тунă.

Регион ертÿçи вăйлă çил-тăвăл кÿнĕ инкек пăтăрмахĕсене мĕнле сирсе пынипе те кăсăкланнă. Николай Миллин çирĕплетнĕ тăрăх - электроэнергисĕр юлнă çуртсенче халĕ вăл пур, çивиттисĕр юлнă çуртсене юсаççĕ.

Михаил Игнатьев маларах Вăрнар, Пăрачкав, Çĕмĕрле, Улатăр, Сĕнтĕрвăрри районĕсен администраци пуçлăхĕсемпе тĕл пулнăччĕ, вĕсенче муниципалитет йĕркеленĕвĕсен социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ, кĕрхи ĕççи тата районсен çивĕч ыйтăвĕсем, предпринимательлĕхе пулăшасси тата ытти çинчен сăмах пынă.

Юрий ЛИСТОПАД

Рубрика: