Саккунлă усă кур та — лăпкă çывăр

21 Чÿк, 2017

Электроэнергие ытларах чухăн мар çынсем вăрлаççĕ

Кăçалхи авăн уйăхĕнчи пĕр кунхине такам 112 службăна «Атăл çинчи МРСК» ПАОн «Россети» ушкăна кĕрет Чăвашэнерго филиалĕн электросеть объектне сирпĕтсе ярасси пирки шăнкăравласа пĕлтернĕ — кунашкаллине терроризм тĕлĕшпе лăпкă Чăваш Енĕн энергетика ветеранĕсем те астумаççĕ. Шупашкар районĕн полицийĕ пĕр тăхтамасăр Шăмăш ялне васканă — аноним çав ялти трансформатор подстанцине сирпĕтессипе сехĕрлентернĕ.

«Эп кÿрентĕм!»

Взрыв хатĕрне тупайман, суя пĕлтерÿ авторне вара палăртнă. Ăна курсан «Чăвашэнерго» ĕçченĕсем тĕлĕнсех кайнă — Николай Р. иккен. <...>. Çак ял çыннисен пĕр пайĕ чылайранпа энергетиксемпе хирĕçет. Унччен куçса çÿренĕ халăхăн çакăнта тĕпленнĕ представителĕсем коттеджсем çĕкленĕ — строительство валли ирĕк илмесĕрех. Çавна май çуртсене электросетьпе çыхăнтарма май çук. Анчах вĕсем майне тупнă — электричествăна вăрлаççĕ. Провода татаççĕ, кусем вара каллех çыхăнтараççĕ.

<...> Ял çыннисем ыйтнипе вĕсене çутă панă ăстана алăранах ярса тытнă. Ку Николай Р. пулнă.

Ăна электросеть оборудованийĕпе хăй тĕллĕн çыхăннăшăн РФ КоАПĕн 7.19 статйипе административлă майпа явап тыттарнă — 10 пин тенкĕлĕх штрафланă. Ял çыннисем, ăна правăна пăсма ÿкĕте кĕртнĕскерсем, арçыннăн тăкакĕсене саплаштарма шантарнă имĕш. Анчах, энергетиксен шучĕпе, «сăмахне тытман пулас, вĕсене тавăрас шутпа вăл подстанцие сирпĕтетĕп тесе хăратнă». <...> Арçын тĕлĕшпе РФ УК 297 статйин 1-мĕш пайĕпе /теракт çинчен суйса пĕлтерни/ çулталăк та икĕ уйăх ĕçлесе юсанмалли приговор палăртнă, ĕç укçин 15% патшалăх валли тытса юлĕç.

«Симĕс» тата... чее технологисем

Электричество вăрланипе çыхăннă ыйту вара тата çивĕчрех. <...> Чăваш Ен энергетикĕсем ку енĕпе курăмлă ĕçлеççĕ. Анчах пăшăрханса палăртаççĕ: электроэнергие уйрăм çынсем кăна вăрламаççĕ, киловатт-сехетсене вăрласа укçа перекетлеме предпринимательсем, юридици тытăмĕсем те хирĕç мар. «Аквилон» ООО Шупашкар районĕнчи темиçе ялта интернет тата кабель телекуравĕн сигналĕсене ямалли оборудование ЛЭП юписем çине саккуна пăсса вырнаçтарни, сетьпе çыхăнтарни пирки эпир çырнăччĕ. Хăй тĕллĕн хăтланнăшăн компанин пысăк тăкак тÿсме тивнĕ — 2 миллион ытла тенкĕлĕх. Анчах унăн çулĕпе утакансем татах пур иккен.

Вăрнар районĕнче тепĕр интернет-провайдер, «Грин Технолоджи» ООО, хăйĕн кабелĕсемпе оборудованине энергокомпанирен ыйтмасăрах электролини юписем çине çакнă, сетьпе çыхăнтарнă <...>.

Тÿрĕ кăмăллă мар потребительсем мĕнле кăна чееленмеççĕ! Ытларах чухне — пачах та чухăн мар çынсем: калăпăр, райцентрта суту-илÿ çурчĕ тума е мастерской уçма мехел çитернĕ, анчах киловатсене тÿлевсĕр илесшĕн. Вăрттăн проводсем, счетчикăн шута илмелли схемине улăштарни тата ыт.те — темле мел те юрăхлă. Çакнашкал черетлĕ потребителе энергетиксем нумаях пулмасть Етĕрне районĕнче тупса палăртнă — унăн счетчикĕ усă курнă электричествăн 30-40% шута илмен.

Йĕркене пăссан статья тупăнать

Анчах энергетиксем те ăна-кăна чухлаççĕ вĕт — чееленекенсене тăрă шыв çине кăлараççĕ. Пĕтĕм вăрттăнлăха уçмаççĕ, анчах вĕсем саккуна пăсакансем усă куракан чи чее схемăсене те уçса пама пултаракан çĕнĕ йышши оборудованипе хĕç-пăшалланнине пытармаççĕ. <...> Электроэнергипе килĕшÿ тумасăр тата шута илмесĕр усă курнăшăн хăçан та пулин явап тытма тиветех. <...> КоАПăн 7.19 статйипе çыхăннă административлă яваплăхран пăрăнаймĕç. Эппин, юлашки тĕрĕслев хыççăн абонентăн ток йышăнакан мĕн пур приборĕн хăватне кура шутласа палăртакан сиене саплаштарнисĕр пуçне штраф та тÿлеме тивĕ. Тепĕр тесен касамата та лекме пулать: сиен 250 пин тенкĕрен иртсен саккуна пăсакансене РФ УК 165 статйин 1-мĕш пайĕпе уголовлă майпа явап тыттарма пултараççĕ. <...> Тулли верси...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.