Ҫак кунсенче Чӑваш Енре 4 пушар тухнӑ

13 Ака, 2020

Ӗнертенпе Чăваш Енре 4 пушар тухнă. Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, 19 сехетре Патӑрьел районӗнчи Хирти Пикших ялӗнче пӗр ҫурта вут хыпса илнӗ. Унӑн хуҫи, 45 ҫулти арҫын, шар курман.

Ҫав кунах Шупашкар районӗнчи Питтукасси ялӗнче пӗр килти мунча ҫунса кӗлленнӗ. Сӑлтавӗ кӑмакан юсавлӑхне шута илмесӗр унпа усӑ курнинче пулма пултарать. Чантӑр ялӗнче те ҫавнашкалах инкек сиксе тухнӑ.

Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗ умӗнхи каҫ пирус туртнӑ чух асӑрханманнине пула Ҫӗрпӳри Гагарин урамӗнчи 8-мӗш ҫуртра 2 пӳлӗмлӗ хваттер ҫунма тытӑннӑ.

Раҫҫей МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ аса илтерет: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 454 пушар тухнӑ, 11 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Ҫулӑма пула 17 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 22-шӗ суранланнӑ. 35 ҫынна ҫӑлнӑ.

Ҫӑлав службин телефонӗ: «01» (кӗсъе телефонӗнчен - «101»).

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас