САХĂР ШАЙНЕ ЧАКАРМА

1 Çĕртме, 2016

Юнри сахăр шайне чакарма аш арманĕпе 300 грамм петрушкăна, 300 грамм ыхрана, 1 килограмм лимона /хуппипе тата вăррисĕр/ авăртмалла. Тĕттĕм вырăнта 2 эрне лартмалла. Апат умĕн кунне 1-ер апат кашăкĕ çимелле.

  • Клевера çеçке çурнă тапхăрта туни-çулçипе, чечкĕпе пухса типĕтмелле. 1 чей кашăкĕ вĕтетнĕ чĕртавара тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, çур сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат умĕн стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ĕçмелле.
  • Сахăр шайне чакарма пĕр лимон сĕткенне пĕр çăмартапа хутăштармалла, лайăх пăтратмалла та ирхине выç хырăмла ĕçмелле. Сиплев курсĕ — 5 кун. Унтан юн анализĕ парсан лайăх.
  • 2 апат кашăкĕ типĕ çăка чечекне тин вĕренĕ 2 стакан шыва ямалла. 20-30 минутран сăрăхтармалла. Чей е кофе вырăнне ĕçмелле.
  • Диабетиксене типĕтнĕ груша шывне ĕçме сĕнеççĕ. 1 стакан вĕтетнĕ çимĕçе çур литр шыва ямалла, çулăм çинче 10-15 минут тытнă хыççăн сăрăхтармалла. Кунне 4 хут çуршар стакан ĕçмелле.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.