САХĂР ШАЙНЕ ЧАКАРМА
Юнри сахăр шайне чакарма аш арманĕпе 300 грамм петрушкăна, 300 грамм ыхрана, 1 килограмм лимона /хуппипе тата вăррисĕр/ авăртмалла. Тĕттĕм вырăнта 2 эрне лартмалла. Апат умĕн кунне 1-ер апат кашăкĕ çимелле.
- Клевера çеçке çурнă тапхăрта туни-çулçипе, чечкĕпе пухса типĕтмелле. 1 чей кашăкĕ вĕтетнĕ чĕртавара тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, çур сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат умĕн стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ĕçмелле.
- Сахăр шайне чакарма пĕр лимон сĕткенне пĕр çăмартапа хутăштармалла, лайăх пăтратмалла та ирхине выç хырăмла ĕçмелле. Сиплев курсĕ — 5 кун. Унтан юн анализĕ парсан лайăх.
- 2 апат кашăкĕ типĕ çăка чечекне тин вĕренĕ 2 стакан шыва ямалла. 20-30 минутран сăрăхтармалла. Чей е кофе вырăнне ĕçмелле.
- Диабетиксене типĕтнĕ груша шывне ĕçме сĕнеççĕ. 1 стакан вĕтетнĕ çимĕçе çур литр шыва ямалла, çулăм çинче 10-15 минут тытнă хыççăн сăрăхтармалла. Кунне 4 хут çуршар стакан ĕçмелле.
Комментировать