Сахал калаçаççĕ, ĕçне тĕплĕ тăваççĕ

6 Чÿк, 2015

Юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче Владимир Алмантайăн «Сувар-пулкар культури: авалхи ятсем тата вĕсен пĕлтерĕшĕ» тата Юрийпе Сергей Ювенальевсен «Сувар-пулкар культури: çапăçу хатĕрĕсем пуçланса кайни» кĕнеке-альбомсене пахаларĕç. Сумлă та паха кĕнекесен чăн хакне тивĕçлипех вăхăт кăна кăтартса парĕ, вĕсем кун çути курнă ятпа ирттернĕ уява вара халăх йышлă пухăнчĕ.

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Ю.Н.Исаев /сăнÿкерчĕкре/ кĕнекесем çĕнĕ шухăш пуррипе паха пулнине палăртрĕ. Истори ăслăлăхĕсен докторĕ В.П.Иванов профессор «Сувар-пулкар культури» ярăмпа тухнă кĕнеке-альбомсене пысăка хурса хакласа авторĕсене историпе культурологи тĕпчевĕсен К.В.Иванов ячĕллĕ фондăн Хисеп хучĕсемпе чысласа малалла та ăнăçлă ĕçлеме сунчĕ. Малалла вулас...

Рубрика: