Сад ĕрчетсе Таиландра канмашкăн тупăш тăвать

7 Авăн, 2017

Вĕсен сад пахчине кĕрсен джунглие лекнĕ пекех туйăнать. Миçе тĕрлĕ ÿсен-тăран, йывăç-курăк, чечек ешермест-ши унта? Инжир, женьшень, иçĕм çырли, груша, клематис, персик... Ĕненетĕр-и: вĕсем Муркаш районĕнчи Хорнуй ялĕнче çитĕнеççĕ. Мĕнле майпа тетĕр-и? Çемье пуçĕ Александр Ванюшкин пахчинче малтан çĕр улмипе купăста çеç ÿстернĕ, халĕ вара унта вун-вун тĕслĕ улма-çырла, ÿсен-тăран çитĕнет.

Çĕршывĕпех килеççĕ

Александр Петрович профессийĕпе — вăрман хуçалăхĕн инженерĕ. Пĕчĕкренех йывăç-курăкпа кăсăкланаканскер Йошкар-Олари политехника институтĕнчен вĕренсе тухнă. Унăн аслашшĕ те, ашшĕ те ăста пахчаçăсем пулнă. Çамрăк специалист пĕр вăхăт Чĕмпĕр облаçĕнче, Тутарстанри Теччĕре вăй хунă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче пĕр шухăшлă çынсемпе сайра тĕл пулакан ÿсен-тăран çитĕнтерекенсен кооперацине йĕркеленĕ. Тутарстанра тăрăшнă вăхăтра Александр Петрович женьшень ÿстерес тĕлĕшпе ĕçленĕ. «Ун чухнех кăмăла каякан курăксен коллекцине пу-хаттăм. Вĕсене яла илсе килсе лартаттăм. Пĕр-пĕр интереслĕ чечеке е курăка асăрхасан лăпкăн иртсе каяймастăп, вăл мана килĕшрĕ тĕк унăн туратне е вăрлăхне тупмалли майсем шыратăп», — терĕ пахчаçă чун киленĕçĕпе паллаштарнă май.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче Александр Петрович тăван тăрăха таврăннă. Арçын ĕç вырăнĕ шырама васкаман: хăй пултаракан тата юратакан пахча ĕçне кÿлĕннĕ. Унччен курăксем кăна çитĕнтерекенскер кĕçех улма-çырла йывăççисене лартма тытăннă. «Çĕр лаптăкĕ, кĕреçе, вăй хурас туртăм пулни маншăн çителĕклĕччĕ. Ял çыннисене çав пăтрануллă кăткăс тапхăрта алă усмалла маррине, 40 сотка çĕрпе усă курса та çемьене тăрантарма май пуррине кăтартас килетчĕ», — калаçрĕ çут çанталăка юратаканскер.

Ванюшкинсем пилĕк лаптăкра сад çитĕнтереççĕ. Тĕп кил анкартинче — Александр Петрович тĕрлĕ çĕршывран, регионтан илсе килсе лартнă йывăç-курăк, урам урлă тĕпленнĕ ывăлĕн Евгенин пахчинче вара — питомник. Унта сырлан, темиçе тĕрлĕ пилеш, груша йывăçĕ чылай ÿсет. Ванюшкинсем тахçанах арканнă колхозăн трактор паркне те ешĕллетнĕ. Çакна тума чылай вăхăт тата вăй-хал кирлĕ пулни каламасăрах паллă. Парк вырăнĕнче тимĕр-тăмăр, кĕленче, çÿп-çап кăна йăваннă. Нумай çул мазут çăтнă çĕре кĕреçе те кĕмен. Ĕçчен çемье тăрăшнипе вăл пилĕк çултан кăна ÿсен-тăран çитĕнтермешкĕн юрăхланнă. Майĕпен вăл та илемлĕ сада çаврăнĕ-ха.

Кашни ÿсен-тăран тĕрлĕрен: пĕри çутта килĕштерет, тепри сулхăнра кăна ÿсме пултарать. Александр Петрович садри пур йывăç-курăк валли те лайăх услови туса парать. Вĕсенчен нумайăшĕ теплицăра çитĕнет. «Иçĕм çырли тĕммисене мĕншĕн теплицăна лартрăмăр-ха? Вăл урамра та ÿсеет, анчах ăна унта çил лăскать, çавна май çырлисем тăкăнаççĕ. Хÿтĕре вĕсем тĕрĕс-тĕкелех пиçсе çитеççĕ тата тусан лармасть. Ăшша юратакан ÿсен-тăрана раштав-нарăс уйăхĕсенче кантаратăп. Иçĕм çырли, персик, алыча, ирга йывăçĕсем юр айĕнче хĕл каçаççĕ. Вĕсене хĕлле теплицăра электричество çутипе çитĕнтернин усси çук, кун кĕске пулнăран ÿсмеççĕ. Кунсăр пуçне ку йÿнĕ мар. Çавна май эпир хăйсем тĕллĕн çитĕнме пултаракан йывăç-курăка кăна лартатпăр», — ăнлантарчĕ кил хуçи. Ванюшкинсен садĕнче кедр, сăрт-ту хырĕ, лиственница, темиçе тĕрлĕ чăрăш та курма пулать. Чечексен те шучĕ çук. Вĕсем тĕрлĕ тĕспе куçа йăмăхтараççĕ. Уйрăмах явăнса ÿсекен клематис çеçкисем илемлĕ: кĕрен, сирень, шурă, хĕрлĕ сарă тĕслĕскерсем йывăç туратти-сене капăрлатаççĕ. Пĕр теплицăра вара шыв тултарнă ваннăра лилисем тымар янă. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.