Сывлăх

4 Авăн, 2020

Ачасем садике çÿреме пуçлĕç

Шкул çулне çитмен учрежденисем тулли режимпа ĕçлеме пуçлассине пĕлтерчĕç коронавирус сарăлассипе кĕрешес енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕнче. Ăна ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пычĕ.

3 Авăн, 2020

Пациентсене тĕрлĕ мелпе сиплеççĕ

Коронавируспа чирленĕ çынсене реабилитаци сывалса çитме пулăшать. Медицинăн ятарлă процедурисем пулăшнипе организм тĕрекленет, иммун тытăмĕ çирĕпленет, ĕçлес кăмăл çуралать. Чăваш Енре çак чирпе куçа-куçăн тĕлпулнисем те реабилитаци витĕр тухма пултараççĕ. ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пуçарнипе санаторисенче сипленнĕшĕн тӳлемелли укçан пысăк пайне /70 процент/ саплаштармашкăн бюджетра темиçе миллион тенкĕ уйăрнă.

3 Авăн, 2020

Свердловск облаçĕнчи хĕре пулăшнă

Республикăн каридологи диспансерĕнчи хирургсем Свердловск облаçĕнчи 23 çулти хĕре операци тунă. Чĕре чирне пула вăл кĕтмен çĕртен кирек хăш вăхăтра вилме пултарать.

Шупашкарти тухтăрсем çамрăк пациентăн ÿчĕ айне ятарлă монитор вырнаçтарнă. Пĕчĕк флеш-карта пысăкăш регистратора кăкăр клетки тĕлне ÿте 1 сантиметр таран касса кĕртсе лартнă. Электрокардиограммăна çырса илекен монитора 1-3 çуллăха вырнаçтараççĕ. Вăл чĕре ĕçне сăнаса тăрса ăна епле сиплемеллине тĕрĕс палăртма кирлĕ.

31 Çурла, 2020

Çĕнĕ тренажерпа ачасем утма вĕренеççĕ

Хевтесĕр ачасен реабилитаци центрĕнче Локомат тренажер вырнаçтарнă. Ăна республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пуçарăвĕпе туяннă. Унăн хакĕ 43 миллионпа танлашать. Çак тренажерпа ĕçлемешкĕн ятарласа 6 специалист вĕреннĕ.

Малашне çуллен сахалтан та сусăр 149 ача реабилитаци курсĕ витĕр тухĕ. Çавна май утайман ачасем те хăй тĕллĕнлĕхе хăнăхĕç. Вĕсем утăм хыççăн утăм туни тĕнĕнтермĕшпе танлашĕ.

31 Çурла, 2020

97-ри пациент коронавирусран сывалнă

Улатăрти тĕп больницăн ковид центрĕнче 97-ри пациента киле яма хатĕрлеççĕ, вăл коронавирус инфекцийĕнчен сывалнă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче икĕ енлĕ пневмония диагозпа больницăна лекнĕ, хăйне вăл япăх туйнă. Пациента çийĕнчех комплекслă майпа сиплеме тытăннă. Чир тӳрех парăнман. Пенсионера кислород маскипе те сывлттарнă. Йывăр вăхăтра та вăл шанăçа çухатман, палатăра пĕрле выртакансене хавхалантарнă.

Pages