Ачасем садике çÿреме пуçлĕç
Шкул çулне çитмен учрежденисем тулли режимпа ĕçлеме пуçлассине пĕлтерчĕç коронавирус сарăлассипе кĕрешес енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕнче. Ăна ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пычĕ.
ЧР вĕрентӳ министрĕ Сергей Яковлев каланă тăрăх, ака уйăхĕнчен пуçласа садиксенче дежурнăй ушкăнсем кăна ĕçленĕ. «281 садике 20 пине яхăн ача /ку 28 процентпа танлашать/ çӳренĕ. Республикăри 331 садикпе шкул çумĕнчи 98 ушкăнра 76 пин ача воспитани илет», — терĕ Сергей Петрович.
Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ертӳçи Надежда Луговская вĕренӳ учрежденийĕсенче хăрушсăрлăх мерисене çирĕп пăхăнмалли пирки тепĕр хут аса илтерчĕ. «Телее, пĕчĕк ачасен хушшинче ОРВИпе чирлекен сахал. Калăпăр, юлашки кунсенче 10 ача кăна больницăна пынă. Пирĕн специалистсем ача сачĕсене куçран вĕçертмеççĕ. Акă авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче темиçе учреждение тĕрĕсленĕ, çитменлĕхсем тупса палăртман. Хутса ăшăтмалли тапхăр çывхарса пынă май садиксене вăхăтра ăшă парасси пирки манмалла мар, унсăрăн ачасем чирлеме тытăнĕç», — терĕ Надежда Феофановна. Вăл вĕренӳ учрежденийĕсен тата апатлану комбиначĕсен ĕçченĕсемпе видеоконференцисемпе тĕлпулусем, шкул ачисемпе сывлăх урокĕсем ирттернине пĕлтерчĕ. Тĕп санитари врачĕ каланă тăрăх, коронавируслисен хушшинче пневмонипе, бронхитпа чирлекен нумай. Яланхи пекех çитĕннисем чылаййăн чирлеççĕ — 90 процент. Роспотребнадзор ĕçченĕсем ку эрнере организацисене тĕрĕслесе 4 протокол çырнă. Шупашкар районĕнчи «Водстрой» предприятире, Çĕрпӳ районĕнчи пĕр усламçă лавккинче, Çĕнĕ Шупашкарти пĕр кафере чылай çитменлĕх тупса палăртнă.
Çавăн пекех музейсемпе архивсем ĕçлеме пуçлĕç, театрсемпе культура çурчĕсенче репетицисем ирттерме ирĕк пачĕç. Вĕсен мероприятисем ирттерме юрамасть. Кинотеатрсем хальлĕхе куракансене йышăнмĕç.
Комментари хушас