Комментари хушас

3 Авăн, 2020

Пациентсене тĕрлĕ мелпе сиплеççĕ

Коронавируспа чирленĕ çынсене реабилитаци сывалса çитме пулăшать. Медицинăн ятарлă процедурисем пулăшнипе организм тĕрекленет, иммун тытăмĕ çирĕпленет, ĕçлес кăмăл çуралать. Чăваш Енре çак чирпе куçа-куçăн тĕлпулнисем те реабилитаци витĕр тухма пултараççĕ. ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пуçарнипе санаторисенче сипленнĕшĕн тӳлемелли укçан пысăк пайне /70 процент/ саплаштармашкăн бюджетра темиçе миллион тенкĕ уйăрнă.

ЧР Сывлăх сыхлавĕн министрĕн заместителĕ Владимир Дубов каланă тăрăх, сиплев программине физиотерапи, сиплев физкультури, рефлексотерапи, психологи пулăшăвĕ тата ытти кĕреççĕ. Коронавирусран сывалнисем Шупашкарти 1-мĕш клиника тата П.Н.Осипов ячĕллĕ пĕрремĕш больницисенче, «Шанчăк», «Чăваш Ен курорчĕ» санаторисенче реабилитаци тухаççĕ. «Вĕсенче «йывăр» пациентсене кăна йышăнаççĕ, «çăмăл» пациентсене район-хулари тĕп больницăсенче сиплеççĕ. Пневмонирен сывалнисем вырăнти медучрежденисенче реабилитаци тухаççĕ. Паллах, вĕсем те хăйсен шучĕпе санаторисенче сипленме пултараççĕ», — палăртрĕ Владимир Владимирович.

«Чăваш Ен курорчĕ» санаторин тĕп врачĕ Светлана Тюрникова пĕлтернĕ тăрăх, икĕ уйăхра медучрежденире 55 çын сипленсе тухнă. «10-14 кунра вĕсене массаж тăваççĕ, сывлав гимнастикипе физиопроцедурăна çӳреççĕ. Пациентсене психологсем те сăнаса тăраççĕ. Сывлав органĕсене лайăхлатма барокамера пулăшать. Мĕнле процедура тумаллине тухтăр палăртать. Пĕрне, калăпăр, шывра сипленме юрамасть, теприне тăвар сиенлĕ. Кашни пациент уйрăм йĕркепе сипленет. Реабилитаци хыççăн пациентсен кăмăл-туйăмĕ çĕкленет, питре йăл кулă палăрать», — терĕ Светлана Ромуальдовна.

Акă Канаш районĕнче пурăнакан Наталья Павлова санаторине икĕ эрне çӳренĕ. «Малтанхи кунсенче сывлама та, ура çине тăма та йывăрччĕ. Кунта темĕнле процедура та турĕç, тĕрлĕ мелпе сиплерĕç. Кашни процедура мĕнпе усă пулнине ăнлантарчĕç, мĕн тумаллине каласа пычĕç. Халĕ хама аванах туятăп, виççĕмĕш хута та çăмăллăнах хăпаратăп», — терĕ хĕрарăм.

ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, реабилитаци витĕр 45 çын тухнă, хальхи вăхăтра 52 çын санаторисенче сипленет, 77 çын реабилитаци тухма кăмăл тунă.

www.hypar.ru Андрей МИХАЙЛОВ сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: