Ачасен тӳлевсĕр апатне республика бюджечĕ саплаштарĕ
Республикăра пурăнакан нумай çемьене пырса тивекен ыйту — шкулсенче ачасене тӳлевсĕр апатлантарма укçа уйăрасси. Ун пирки Министрсен Кабинечĕн юнкун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче сăмах пулчĕ.