Комментари хушас

16 Çурла, 2021

Шкулсенче медиакласс йӗркелессипе семинар иртрӗ

Паян Валентина Чаплина ячӗллӗ вулавӑшра "Хальхи шкулти медиакласс" семинар иртрӗ. Унта Мускаври НАШпресс агентство ертӳҫи Татьяна Михайлова килсе ҫитнӗ.

Мероприятире ҫавӑн пекех ЧР Цифра аталанӑвӗпе информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Кристина Майнина, ЧР вӗрентӳ министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Алексей Лукшин, республикӑри тӗрлӗ шкул представителӗсем хутшӑнчӗҫ.

Татьяна Борисовна пухӑннисене хальхи шкулсенче профиллӗ медиаклассем мӗнле уҫмаллине тата ҫак ӗҫе еплерех йӗркелемеллине ӑнлантарчӗ, опычӗпе паллаштарчӗ.

Семинар вӗҫӗнче вӑл шкул представителӗсен кӑсӑклӑ ыйтӑвӗсене хуравларӗ.

www.hypar.ru Татьяна Ишмуратова сăн ÿкерчĕкĕсем
 

Рубрика: