Çамрăксем

11 Авăн, 2014

«Тантăш» 37 (4399) №, авăн 11

Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче чăваш ятне уçлăха çити çĕкленĕ Андриян Николаев çуралнăранпа 85 çул çитнине халалласа тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Тĕплĕнрех – 3-мĕш страницăра.

«Пĕррехинче» рубрикăра Луиза Васильевăн калавĕсене пичетлерĕмĕр.

11 Авăн, 2014

Хăюллă çыхăнуçă Лида Вашкевич

Гродно хулинчи историпе тавра пĕлÿ музейĕнче Лида Вашкевич сăн ÿкерчĕкĕ пур. Пионер галстукĕ те çавăнтах. Çар заданине кайнă чухне те хĕр ача унран уйрăлман.

Кантăк айĕнче – хура сумка. Партизансем патне çитерме Лида унта хĕç-пăшал, взрывчатка тата хутсем чиксе çÿренĕ.

5 Авăн, 2014

"Çамрăксен хаçачĕ", 36 /6025/ №, 05. 09. 2014

Чăваш Енри вĕренÿ заведенисенче Украина çамрăкĕсем ăс пухаççĕ.

ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕ Ильнур Садетдинов МТЗ-82 тракторпа ĕçлет.

Томас Файдер нимĕç чăваш ялĕнче пурăннă.

Кÿкеçре пурăнакан Георгий Свинцов Германире службăра тăнă.

4 Авăн, 2014

Хăюллă та тавçăруллă Люся

(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 34-35-мĕш номерсенче.)

«Пичче, кайăр!»

... Çĕрле такам алăкран вăйлă шаккарĕ. Григорий вырăн çинчен сиксе тăчĕ те минтер айĕнчен пистолетне кăларчĕ.

Pages