Хăюллă та тавçăруллă Люся

(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 34-35-мĕш номерсенче.)

«Пичче, кайăр!»

... Çĕрле такам алăкран вăйлă шаккарĕ. Григорий вырăн çинчен сиксе тăчĕ те минтер айĕнчен пистолетне кăларчĕ.

– Çакна Николая е унăн юлташĕсене парăр. Кунта – документсем, листовкăсем... Чÿречерен тухса кайăр, – пăшăлтатса каларĕ Татьяна Даниловна.

– Эсир вара?..

– Пичче, кайăр! – илтĕнчĕ Люся сасси. – Вĕсем часах вирхĕнсе кĕрĕç!

...Акă гитлеровецсем Татьяна Даниловнăпа Люсьăна автомат приклачĕсемпе тĕккелесе картише илсе тухрĕç. Амăшĕ хĕрне хăйĕн çумне пăчăртаса тутăрĕпе хупларĕ. Вĕсем хыççăн пĕр гитлеровец пичетлемелли машинка, тепри радиоприемник çĕклесе тухрĕç. Виççĕмĕшĕ куçлăхлă вăрăм офицер патне чупса пычĕ те темĕн каларĕ, унтан... Хунар çутинче Люся галстук асăрхарĕ. Хăйĕн пионер галстукне, ăна Нина Антоновна вожатăй çыхса янăччĕ. Люся офицер патне ыткăнчĕ:

– Пар! Çĕлен!

Анчах ĕлкĕреймерĕ... Фашист Люсьăна тапса ураран ÿкерчĕ.

– Партизанен! – кăшкăрса ячĕ те нимĕç хăйĕн чĕлхипе темĕн хушрĕ. Амăшĕпе хĕрне машинăна тĕксе кĕртрĕç...

Григорий Смоляр çакна пĕтĕмпех курчĕ, анчах нимĕн те тăваймарĕ. Икĕ теçетке чухлĕ гитлеровеца вăл пĕччен те çĕнтерĕччĕ-ха, енчен те унăн аллинче çичĕ патронлă пистолет мар, автомат пулсан...

Мĕн чухлĕ сахалрах пĕлеççĕ, çавăн чухлĕ лайăхрах...

Татьяна Даниловнăпа Люсьăна 88-мĕш пÿлĕме хупрĕç. Унта хĕрарăмсен йышĕ аллăран та каçнă ĕнтĕ. Вĕсем – Минскри вăрттăн организацире тăракансен арăмĕсем, тăванĕсем. Тин кăна кĕнисене вырăн пачĕç.

– Ларăр, – терĕ çÿллех мар, хура çÿçлĕ хĕрарăм. – Урара тĕрĕслĕх çук.

Ăшăнас тесе Люся амăшĕ çумнерех лăпчăнчĕ.

– Сире вара мĕншĕн? – ыйтрĕ хĕрарăмсенчен пĕри.

– Хулана пропусксăр тухнăшăн, – терĕ Люся. Амăшĕ кăшт кăна кулса илчĕ – ашшĕ мĕн хушнине хĕрĕ лайăх ас туса юлнă: тĕрмере эсĕ мĕншĕн ларнине мĕн чухлĕ сахалрах пĕлеççĕ, çавăн чухлĕ лайăхрах. Гестаповецсем вăрттăн йĕрлевçе кĕртсе яма та пултараççĕ вĕт-ха.

Тĕрмери малтанхи тата юлашки куççуль

Темиçе кунтан Татьяна Даниловнăна ыйтса тĕпчеме илсе кайрĕç. Люся амăшĕ хыççăн ыткăнчĕ, анчах ăна конвоир кăнттаммăн тĕксе хăварчĕ. Хĕр ача цемент урай çине ÿкрĕ. Ун патне пурте хисеплекен Надежда Тимофеевна Цветкова, Петр Михайлович Цветков вăрттăн коммунист арăмĕ, пычĕ.

– Лăплансам, хĕрĕм, – терĕ вăл шăппăн. – Лăплансам. Кирлĕ мар...

Ку Люсьăн тĕрмери малтанхи тата юлашки куççулĕ пулчĕ. Урăх вăл нихăçан та йĕмен.

Икĕ сехет иртрĕ. Çак вăхăт Люсьăшăн ĕмĕрпе танлашрĕ. Тинех алăк уçăлчĕ те – Татьяна Даниловнăна çавăтса кĕчĕç. Вăл стена çумне тĕршĕнчĕ. Çи-пуçне çурса пĕтернĕ, çĕтĕк витĕр кĕлетке çинчи хĕненĕ хыççăнхи юнлă йĕрсем курăнаççĕ. Люся амăшĕ патне ыткăнчĕ те ăна ларма пулăшрĕ. Никам та нимĕн те ыйтмарĕ. Хĕрарăмсем сăмахсăрах вырăн пачĕç.

Акă каллех алăк уçăлчĕ.

– Люся Герасименко! Ыйтса тĕпченĕ çĕре!

Хăйне чĕннине хĕр ача малтанах ăнланмарĕ.

– Люся, сана калаççĕ, – терĕ Надежда Тимофеевна.

– Турăçăм! Чăттăрччĕ çеç вăл, – пăшăлтатрĕ Татьяна Даниловна.

«Хуравла! Хуравла! Хуравла!..»

Хĕр ачана тĕттĕм коридорпа илсе кайрĕç, темĕнле алăкран тĕксе кĕртрĕç. Хĕллехи çап-çутă хĕвел шевлисем тÿрех куçа тăрăнчĕç.

– Хĕр ача, çывăхарах пыр, – илтĕнчĕ такамăн çепĕç сасси. – Ан хăра.

Чÿрече патĕнче ахаль тумтир тăхăннă çÿллех мар çын тăрать. Вăл Люсьăна тимлĕ сăнать.

– Мĕнле-ха эсĕ çав тери хăюсăр? Çакăнта лар, – пукан çине кăтартрĕ. – Акă канфет. Илсе çи. – Çав çын хитре арчана кăштах шутарчĕ.

Хĕр ача малтан пĕр купа канфет çине, унтан хăйне сăйлакана пăхса илчĕ. Мĕн чухлĕ курайманлăх унăн куçĕнче! Леш çынни те хутланнă пекрех пулчĕ, сĕтел хушшине ларчĕ те çапла ыйтрĕ:

– Кала-ха, пичетлекен машинкăна сире кам панă?

– Вăрçăчченех туяннăччĕ.

– Радиоприемник вара ăçтан?

– Çĕмрĕк вăл. Арчи анчах...

– Сирĕн пата кам пырса çÿретчĕ?

– Такам та...

Ыйтса тĕпчекен «чĕрĕлсех кайрĕ».

– Ячĕсене, хушамачĕсене кала. Вĕсем сирĕн патра мĕн тăватчĕç?

– Алик, Катя, Аня... Эпир пуканелле выляттăмăр. Алик хушамачĕ – Шурпо, Катьăн вара...

– Эпĕ вĕсем çинчен ыйтмастăп! – тарăхса кайрĕ хайхискер. – Аслисенчен кам? Мана çавна кала!

– Аслисенчен?.. Никам та килмен.

– Суятăн!

Çав çын сĕтел хушшинчен вирхĕнсе тухрĕ те хĕр ачана питĕнчен çапма пуçларĕ.

– Хуравла! Хуравла! Хуравла!

Люся шăпăртах. Гестаповец ăна пушăпа хĕнесе çÿçне тăпăлтарсан та, урипе таптасан та пĕр сăмах та каламарĕ.

...Камерăна вăл урисене аран-аран шутарса, анчах пуçне каçăртса тата кăштах кулса кĕчĕ. Çак кулă мĕн тери асаплă тухнине пурте асăрхарĕç.

Кунтан тухма пĕр çул кăна

Татьяна Даниловнăпа Люсьăна кашни кунах чĕнтерчĕç, вăйлă хĕнерĕç. Пĕррехинче вара камерăна тăнне çухатнă Люсьăна кĕртсе пăрахрĕç. Хĕрарăмсем ăна асăрханса сак çине вырттарчĕç. Ăш-чикĕ çунса тухатчĕ. Чăтмалла мар ĕçес тата çиес килетчĕ. Пĕр пĕчĕк çăкăр татăкĕ те пулин. Чи пĕчĕккине. Арестленисене нимĕн те çитерменпе пĕрех – кунне вунă кашăк темĕн шĕвекĕ лекет...

Тата питĕ çывăрас килет. Камерăра арестленисем туп-туллиех. Çурма ларса, пĕр-пĕрин çумне тĕршĕнсе çĕр каçма тивет. Вăйсăррисемпе чирлисем кăна сак çинче выртаççĕ.

– Кунтан тухма пĕр çул кăна пирĕн, тăванăмсем – вилĕм, – илтĕнчĕ Люсьăна такам пăшăлтатни. – Пĕр çул...

Çук, тепĕр çул та пур. Фашистсене мĕн пĕлнине йăлтах каласа памалла. Вара пурăнăн, çийĕн, çывăрăн, кăвак тÿпене курса киленĕн, хĕвел çинче хĕртĕнĕн, чечек пуçтарăн. Мĕн тери юратать-çке Люся чечексем хушшинче çÿреме! Çуркунне вăрман уçланкинче çеç- пĕлсем тухаççĕ, çулла вара пĕтĕм уй-хир шăнкăрав курăкĕпе хупланать...

– Кирлĕ мар чечек, – пăшăлтатаççĕ хĕр ачан çурăлса пĕтнĕ тутисем. – Кирлĕ мар! Аттепе юлташĕсем ирĕкре пулинччĕ! Вĕсем унта пулсан фашист составĕсем сывлăша çĕкленĕç, каçсерен пăшал сасси илтĕнсе тăрĕ. Минск пурăнĕ, кĕрешĕ.

– Аташать пулмалла, – терĕ те такам Люся патне пĕшкĕнсе юнпа çыпăçса ларнă çÿçне ачашларĕ.

Люся пуçне çĕклесе хăй аташманнине пĕлтересшĕн, анчах пуçĕ йывăрлансах çитнĕ, пĕтĕм кĕлетке çунса тухать.

Пĕррехинче, Люсьăна каллех ыйтса тĕпчеме илсе кайнă чухне, коридорта арестленĕ ар çынсене хăвалатчĕç. Вĕсен йышĕнче хĕр ача Александр Никифорович Дементьева аран-аран палласа илчĕ. Унпа танлашсан Люся пăшăлтатрĕ:

– Аттене курсан калăр, эпир аннепе иксĕмĕр сăмах та вĕçертмерĕмĕр...

Александр Никифоровичпа тĕл пулнă хыççăн темиçе кунтан Люсьăпа Татьяна Даниловнăна япалисемпе пуçтарăнма хушрĕç, тĕрме картишне илсе тухрĕç. Хĕллехи хĕвел çутине шеллемест. Питĕ сивĕ. Анчах Люся та, амăшĕ те çакна асăрхамарĕç. Фашистсем вĕсене хура машина патне илсе пычĕç. Эппин, персе пăрахма илсе каяççĕ.

– Путсĕрсем! Ачана та пулин хĕрхенĕр! – кăшкăрса ячĕ Татьяна Даниловна. Ыттисем те кулянса ÿкрĕç.

– Шнель! Шнель! – янăрарĕç гитлеровецсем арестленисене машинăна хăваласа кĕртнĕ май. Хĕр ача тимĕр пусма тăрăх васкамасăр хăпарчĕ, пĕр шикленÿсĕрех малалла утрĕ...

Люся Герасименко пурнăçĕ çапла татăлчĕ.

А.Н.Печорская çырнине

Лариса ПЕТРОВА куçарнă.

 

Лариса ПЕТРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.