Çамрăксем

21 Чÿк, 2014

“Фокусник нихăçан та улталамасть”

Шупашкарта пурăнакан 13 çулти Дмитрий Царегородцев ытти ача пекех шкула çÿрет. Унăн кашни çыннăнни пекех чун киленĕçĕ пур. Анчах хăйĕн валли нумаях пулмасть Дмитрий Царевич хушма ят тупнăскер тантăшĕсенчен уйрăлса тăрать. Дима фокуссем кăтартать.

20 Чÿк, 2014

Ырă ĕç тăвасси - малти вырăнта

Киев Руçĕнчи Игорь кнеçпе унăн арăмĕ Ольга çинчен пĕлетĕр вĕт-ха? Вырăс литературине лайăх вĕренекенсем вуланă. Ывăлĕн ятне ас тăватăр-и-ха? Тĕрĕсех, Святослав.

20 Чÿк, 2014

Пилеш хыçĕнче пытанса юрлакан Илья

Çиччĕмĕш класра вĕренекен Илья Шибаевăн пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ. Спортра хастар, вĕренÿре малтисен ретĕнче, тус-юлташĕ хушшинче - хисепре. Ашшĕ-амăшне пулăшма ялан хавас. Шкултан киле таврăнать-и, урамра юр хырать е сарайĕнчи выль-ăхĕсене пăхать-и - ялан юрлать вăл.

20 Чÿк, 2014

Хрюша, Степашка тата Филя - савăнăç парнелекенсем

Иртнĕ эрнере «Чи лайăххи - ачасене» ыркăмăллăх акцийĕ-пе килĕшÿллĕн Шупашкара Мускаври Останкинăран «Спокойной ночи, малыши» телекăларăм сăнарĕсем килнĕччĕ.

Pages