Культура

19 Ака, 2014

Чуна яланлăхах вырнаçнă самант

Кирек мĕнле çемьен те е уйрăм çыннăн сăн ÿкерчĕксен альбомĕ пурах. Вĕсене кашниех хаклă реликви вырăнне хурса упрать, вăхăт иртнĕçем хыçа юлнă çулсене аса илсе куç умне кăларать. Акă нумай пулмасть манăн архиври пĕр сăн ÿкерчĕк алă айне лекрĕ.

19 Ака, 2014

Халăх театрĕсен никĕсĕ

И.Максимов-Кошкинский пьесипе В.Фролов лартнă «Çĕмĕрт çеçки çурăлсан» спектакле хутшăннисем /сулахайран сылтăмалла/: пĕрремĕшĕ - паллă мар, ун çумĕнче В.Михайлов, Н.Чернышев, Г.Митрофанов, К.Терентьев, В.Ершов.
19 Ака, 2014

Анна БОЛЬШОВА: «Персе яратăп та - чавсана çыртатăп»

Ăна куракан тĕрлĕ фильм тăрăх та лайăх пĕлетчĕ, актриса центрти телекурав йĕркелекен шоусене çине-çинех хутшăннă май вара пушшех чап çĕнсе илчĕ. Нумаях пулмасть Анна Большова «Повтори!» шоура çĕнтернĕччĕ, унтан вара «Точь-в-точь» программăра хăй судья пулса тухрĕ.

18 Ака, 2014

Чăх çăмарти çаврака, хĕвеле аса илтерет...

Ыран турра ĕненекенсемшĕн аслăран та аслă, çутăран та çутă праçник - Мăн кун. Вăл - "Кунсен патши", "Праçниксен праçникĕ", "Савăнăçсен савăнăçĕ". Уяв сĕтелĕ валли кашни çемьерех тутлăлантарса шурă çăкăр / кулич/ пĕçереççĕ, çăмарта хĕретеççĕ. Мăн кун çăкăрне халăхра "пурнăç" теççĕ.

18 Ака, 2014

Нурăсра "нурасла" пуплеççĕ

Ял ачисем район центрĕнчи шкула вĕренме кайсан ытларах вырăсла калаçни пирки пĕлтереççĕ пĕлĕшĕмсем. Чăваш чĕлхи кунĕ çывхарнă май çакна хам куçпа курса ĕненес терĕм. Республика варринче вырнаçнă Вăрнар районне суйларăм. Нурăссем мĕнле чĕлхепе пупленине илтес тесе чăн малтан пасара çул тытрăм.

Pages