Анна БОЛЬШОВА: «Персе яратăп та - чавсана çыртатăп»
Ăна куракан тĕрлĕ фильм тăрăх та лайăх пĕлетчĕ, актриса центрти телекурав йĕркелекен шоусене çине-çинех хутшăннă май вара пушшех чап çĕнсе илчĕ. Нумаях пулмасть Анна Большова «Повтори!» шоура çĕнтернĕччĕ, унтан вара «Точь-в-точь» программăра хăй судья пулса тухрĕ. Ыттисен ĕçне хаклама йывăр-и - калаçăва çак ыйтуран пуçларăмăр.
- Унччен кунашкаллипе нихăçан та аппаланман та - «Повтори!» шоуна хутшăнма малтанах шиклентĕм. Геннадий Хазанов, килтисем хавхалантарчĕç те - килĕшрĕм, халĕ нимĕншĕн те ÿкĕнместĕп, - тет Анна.
Пурнăçра вăл хаяр критик мар: «Ятлама-и - нихăçан та! Манăн унашкал ирĕк çук. Канаш пама та васкамастăп. Ку килĕшÿллĕ мар тесе шухăшлатăп». Йышăнать: «Пĕр çын мана мĕн те пулин каличчен 10 таран шутлама сĕннĕччĕ. Кашнинчех асăрханса çитерейместĕп çав. Çапла тунă тăк пурнăçăм чылай çăмăлланĕччĕ. Шел, эпĕ урăхларах çын: малтан персе яратăп, мĕн калас тенине калатăп, кайран чавса çывăх та... Сăмах çерçи мар вĕт».
Упăшки вара, пачах тепĕр майлă, питĕ тÿсĕмлĕ çын, туйăмсене ирĕке ямасть, сăмахсене виçсе калаçать-мĕн. «Тепĕр чухне эпир çĕкленсе каятпăр вĕт - упăшка, тăвансем мана самантрах çĕр çине антараççĕ», - кулать Анна.
«Ледниковый период» шоуна хутшăннине ăшшăн аса илет: «Эпĕ пионер пек - яланах хатĕр! Ахаль каток çинче ярăнма килĕшсех каймасть, хамăрăн фигуристсем тренировка тунă чухне вĕсен çумне «çыпăçма» кăмăллатăп - интереслĕрех. Çийĕнчен лайăхрах та ярăнатăп».
Артист пулас шухăш таçта шалта пĕчĕк чухнех пулнă-тăр. «Аслисем каласа параççĕ: икĕ çул çурăра чухне эпĕ уксахласа иртнĕ пĕр арçынна питĕ ĕненмелле евĕрленĕ-мĕн. Çапла, малашлăх, пултарулăх ача чухнех тымарланать-тĕр», - аса илет вăл.
Çав вăхăтрах хăйĕн ачине воспитани парасси чăн-чăн вăрттăнлăх пулнине те пытармасть: «Пĕр енчен, сиенлесрен хăрамалла. Тепĕр енчен - халĕ мĕн те пулин тумăн та кайран çакăншăн ÿкĕнме тивĕ. Ку туйăмсем кашни ашшĕ-амăшĕшĕн çывăх пуль. Халĕ Даня пилĕк çул çурăра, тĕллевĕмĕр - вăл ĕçлĕ пултăр: ÿкертĕр, вулатăр, ним тума аптăраса ан лартăр. Хальлĕхе ывăлăмăр шыравра тенĕ пулăттăм - интерессен шыравĕнче. Музыка, бассейн - пĕтĕмпех пур».
Актриса упăшкипе, ывăлĕпе пĕрле ытларах пулас килни çинчен калать. Анчах тăрантараканни ĕç вĕт, ун çине алă сулма юрамасть. Ĕç графикĕ нормăламанскер: ыттисем ыйха путнă вăхăтра тин ĕç вĕçленĕ. Çавăнпа ывăлне пĕрле час-часах илмест: «Иртнĕ çулла «Лесник» сериал ÿкерме Даньăпа унăн нянькине те илсе кайнăччĕ. Вăрманти санаторире пурăнтăмăр - ырлăх! Анчах няня чирлерĕ, ăна килне яма тиврĕ, ывăл вара пуçласа ÿкерÿ площадкине лекрĕ. Полк ывăлĕ пек - ăна пăхса тăракан çук, хăйшĕн хăй хуçа. Пĕр сăмахпа, мана ку килĕшмерĕ».
Сценăна Анна асамлăхпа танлаштарать - чир-чĕр, ыратни те манăçать-мĕн. Сывлăх тенĕрен - хăйне çирĕп тытма тăрăшать. Какай çимест:
- Çакă эпĕ чĕр чунсене хĕрхеннипе сăлтавланман. Манăн организм урăхларах пулас: аш-какая ачаранпах килĕштерместĕп - ăна çиме йывăр, кăмăллă мар. Апла пулин те эпĕ питех те çирĕп вегетариан мар - какайсăр пуçне ытти çимĕçе сивлеместĕп. Çемье ку енĕпе хам пекех те - йывăрлăх тухса тăмасть. Хăнасем килсен вара кулинарире е ресторанта кирлине яланах туянма пулать. Сахăр та çисех каймастпăр. Чылай чухне ăна туянма та манатпăр. Çавнашкал самантсенче порциленĕ сахăр, рестронта е кафере чейпе пĕрле параканскер /ăна нихăçан та пăрахса хăвармастăп, кирлĕ пулать тесе илсе чикетĕп/, йывăрлăхран тухма пулăшать.
Илемĕн вăрттăнлăхĕ мĕнлерех-ши? Темле уйрăм вăрттăнлăхсем çук иккен:
- Çăвăннă хыççăн ÿте кремпа нÿрететĕп. Май пур чухне косметолог патне каятăп - вăл тĕрлĕ процедура сĕнет. Маншăн çавăн пекех ыйхă та питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унччен çакна хамăн характер хавшаккипе сăлтавлаттăм, анчах каярахпа ăнлантăм: манăн конституци çавнашкал - 8 сехетрен кая мар çывăрмалла. 9 сехет - тата лайăхрах. Çулсем иртнĕ май ыйхăсăр çĕрсем хыççăн вăй пухма пушшех йывăр. Йĕркеллĕ вăхăтра выртсан будильниксĕрех ир вăранатăп. Чылай чухне вара ыйхă валли унтан-кунтан минутсем «вăрлама» тивет - хăна çуртне е аэропорта кайнă чух машинăн хыçалти ларкăчĕ çинче. Мĕн тăвăн, ку - пирĕн профессин пĕр пайĕ.
Комментари хушас