Культура

20 Çу, 2014

Çиччĕмĕшĕ уйрăмах асра юлĕ

Çичĕ çул каялла турĕ вăл хăйĕн пĕрремĕш утăмĕсене Чăваш Ен çĕрĕ çинче. Ун чухне çак пулăма тĕрлĕрен хаклакансем пулчĕç: хăшĕсем иккĕленчĕç, теприсем хавхаланчĕç, Раççей кинолентисене тинех анлă экран çинче пăхма май килнĕшĕн хĕпĕртерĕç.

20 Çу, 2014

Çитсе курăр ... картишне

Канаш хулинче "Чăваш картишĕ" кашни кураканах хапăлласа йышăнать. Мĕнпе илĕртет-ха вăл? Мĕнпе пуян вăл?

Канашри тавра пĕлÿ музейĕн ĕçченĕсем çамрăк ăрăва мăн асаттесен пурнăçĕпе, йăли-йĕркипе, культурипе тĕплĕн паллаштарас тесе çĕнĕ проект хатĕрленĕ. Чăваш хресченĕн картишĕнче хальлĕхе çил арманĕ, пураласа тунă пусă, тĕрлĕ йышши пусă ... пур.

20 Çу, 2014

Ырă ĕçĕмпе тăван халăх сумне ÿстересчĕ

Пĕтĕм Украинăри чăвашсен пĕрлĕхĕ 2010 çулта чăмăртаннă. Унччен маларах Севастополь чăвашĕсем пĕрлешнĕ. "Анчах вăл унти пурнăçа кăна кăтартнă. Пĕтĕм Украина ĕçĕ-хĕлĕ курăнман. Тăватă çул каялла Остер хулинче пулнă хыççăн Украинăра пурăнакан чăвашсен пĕрлĕхне йĕркелемеллине ăнланса илтĕм, - тет Надежда Лисовая.

Pages