Эрнекун Аслă экономика канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ку хутĕнче канаш Сĕнтĕрвăрри тата Шупашкар районĕсен социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне тишкерчĕ.
Канаш председателĕ Анатолий Аксаков пухăннисене лайăххи пирки — сахалрах, çитменлĕхсем çинчен ытларах калаçма сĕнчĕ пулин те хăшĕсем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе çак шайра мăнаçланмалли меллĕ самантпа туллин усă курас терĕç ахăр — лару икĕ сехет ытла тăсăлчĕ. Эпир вĕсенчен тĕслĕх илмĕпĕр — çивĕч темăсем çинче чарăнса тăрăпăр.
Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2020 çулхи кăтартăвĕсене экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов пĕтĕмлетрĕ.
Паян Олег Николаев ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи ĕç укçине вăхăтра тата туллин парассипе, ĕç хутшăнăвĕсене йĕркелемесĕрех тупăш илекенсен шутне чакарассипе çыхăннă ыйтусене координацилекен ведомствăсен хушшинчи комисси ларăвне ирттерчĕ.
Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăвăнçирĕплетнĕ кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйту потребитель рынокĕнчи лару-тăру пулчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çак темăна тишкересси Раççей Президенчĕ иртнĕ эрнере хаксем ÿснипе çыхăннă ыйту çивĕчлĕхне палăртнипе сăлтавланни çинчен каларĕ, çавăнпа республикăри ĕç-пуçа тишкерни вырăнлă.