Потребитель рынокĕнчи лару-тăру пирки калаçрĕç

14 Раштав, 2020

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăвăн çирĕплетнĕ кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйту потребитель рынокĕнчи лару-тăру пулчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çак темăна тишкересси Раççей Президенчĕ иртнĕ эрнере хаксем ÿснипе çыхăннă ыйту çивĕчлĕхне палăртнипе сăлтавланни çинчен каларĕ, çавăнпа республикăри ĕç-пуçа тишкерни вырăнлă.

Экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов пĕлтернĕ тăрăх, инфляцин кăçалхи виçи Чăваш Енре 4,5% çитнĕ — Раççейри вăтам шайран пысăкрах. Апат-çимĕç хакĕсем 6,6% /Раççейри вăтам кăтарту — 5,1%/ пысăкланнă, апат-çимĕç мар таварсен — 4,8% /Раççейре — 4,4%/. Дмитрий Иванович регионта юлашки çулсенче, 2019 çулччен, хаксем Раççейри вăтам шайран пĕчĕкрех пулнине палăртрĕ. Анчах кăçал ÿсĕм хăвăртлăхĕ пысăкланнă. Хаксем пĕтĕмĕшле илсен республикăра халь те пĕчĕкрех, анчах хайхи хăвăртлăх ÿснине кура çĕршыври вăтам хаксемпе шайлашас туртăм сисĕнет.

Юлашки вăхăтра сахăр песукĕ икĕ хут хакланнă, хура тул кĕрпи — 1,5 хут. Çавăн пекех макарон изделийĕсен, сырсен, сысна ашĕн, çăкăр, панулми хакĕсем хăпарни сисĕнет. Анчах ĕçме-çиме саппасĕсем çителĕклĕ, вĕсене халăх хыпăнса ÿксе туянни палăрмасть.

Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов çăмарта хакĕсем хăпарнине çак продукцие суту-илÿ сечĕсем тата чăх-чĕп фабрикисем хаклатнипе сăлтавларĕ. Тип çу туянмашкăн ытларах тăкакланма тивни чĕр тавар хакланнипе çыхăннă. Çĕр улми икĕ хут хакланнине илес тĕк — юлашки виçĕ çулта ăна çитĕнтересси тăкаклă пулнă, эппин, халь хуçалăхсем хăйсен тăкакĕсене туллин саплаштараççĕ. Çăкăр хакĕ ÿсессине вара çăнăх авăртакансене бюджетран тĕревлесе сирме май килнĕ.

Олег Николаев апат-çимĕç таварĕсен хакне чылай чух республика влаçĕсем витĕм кÿме пултарайманнине палăртрĕ, апла пулин те — пултарнă таран мерăсем йышăнмалла. Çавна май вăл эрнекунах тивĕçлĕ ведомствăсене явăçтарса канашлу ирттерме сĕнчĕ. Паллах, суту-илÿ сечĕсен представителĕсене те чĕнмелле: «Лару-тăрăва çĕршыв Президенчĕн хаклавне тĕпе хурса сÿтсе явăпăр…»

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Рубрика: 

Комментари хушас