Комментари хушас

16 Раштав, 2020

Ĕçлекенсен умĕнче яваплăха туймалла

Паян Олег Николаев ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи ĕç укçине вăхăтра тата туллин парассипе, ĕç хутшăнăвĕсене йĕркелемесĕрех тупăш илекенсен шутне чакарассипе çыхăннă ыйтусене координацилекен ведомствăсен хушшинчи комисси ларăвне ирттерчĕ.

Унта шалу ĕç килĕшĕвĕнче палăртнă кунсенче паман, вăл пысăкланнă предприятисен ертÿçисене итлерĕç. Вĕсен администрацийĕсем парса татма тăрăшаççĕ-ха, анчах тĕрлĕ сăлтава пула ĕçлекенсемпе татăлаймаççĕ. Ларура çак йывăрлăхран тухмалли çул-йĕре тишкерчĕç, çынсен шалу вăхăтра илмелли правине тивĕçтерес тĕллевпе чăрмава пĕтермешкĕн сĕнÿсем пачĕç.

Республикăра пухăнса пыракан шалу парăмĕ пĕчĕк мар. Олег Николаев ăна чакарса пырассишĕн предприятисенче тивĕçлĕ мероприятисем пурнăçлама, ертÿçĕсене ĕçлекенсен умĕнче яваплăха туйма чĕнсе каларĕ.

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ.

Рубрика: